Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн йышне Михаил Игнатьева кĕртнĕ

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци паракан комиссийĕн çĕнĕ тытăмне çирĕплетнĕ.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн унăн йышне çĕршыври субъектсен 20 ертӳçĕне кĕртнĕ. Палăртса хăваратпăр, Атăлçи федераци округĕнчен пурĕ те икĕ регионăн ертӳçине çеç кĕртнĕ. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов.  Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссине Патшалăх канашĕн президиумĕн ĕç планне кĕртнĕ ыйтусемпе пулăшу парас тĕллевпе йĕркеленĕ.



12 ноября 2015
13:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter