Чӑваш Енрен Президент полкне кашни ҫулах каяҫҫӗ

Чӑваш Енрен Президент полкне кашни ҫулах каяҫҫӗ. Кӑҫал унта чи лайӑх 10 призывник ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Вӗсем Мускаври Кремле сыхлӗҫ, патшалӑх шайӗнче ирттерекен мероприятисене хутшӑнӗ, Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеплӗ караула тӑрӗҫ. Чӑваш Енри 10 призывника Президент полкне чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашри призыв пунктӗнчен ӑсатӗҫ. Унта вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫула кӑларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие призвниксем, вӗсен ҫемйисем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин, Афганистанпа Чечня вӑрҫисен ветеранӗсем, кадетсем, Президент полкӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ 15 ҫын хутшӑнӗҫ.



12 ноября 2015
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter