Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускав патшалăх машиностроени университечĕн ректорĕпе Андрей Николаенкăпа тĕл пулнă

 


Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускав патшалăх машинăсем тăвакан университечĕн ректорĕпе, экономика наукин докторĕпе Андрей Николаенкăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хутшăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Андрей Николаенко республика ертӳлĕхне Шупашкарти политехника институтне витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Мускав аслă шкулĕсен  филиалĕсене тимлĕх уйăракан чи лайăх регионсенчен пĕри шутланатăр. Хăш регионсенче пирĕн филиалсене вырăнти ертӳçĕсем витĕм кӳмеççĕ, вăл субъектсенче филиалсене хупасси пирки ыйту тăрать. Чăваш Енре Эсир тата Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви пысăк тимлĕх уйăрнине куратпăр. Хăвăр регионта Мускаври патшалăх университечĕн  филиалне Шупашкарти политехника аслă шкулне упраса хăварассишĕн тăрăшатăр.   Çавăнпа та малашлăхра Раççей Вĕренӳ министерстви филиалсене оптимизацилес ыйтăва тăратнă чух, сирĕн регионта аслă шкул сыхланса юлтăр тесе, эпир хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе пыма тăрăшăпăр. Шанатпăр, Шупашкарти филиал тата та нумай çулсем хушши студентсене савăнтарасса, кирлĕ пек пĕлӳ парасса», - тенĕ ректор. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта тухăçлă ĕçлемен филиалсем пирки ытларах чарăнса тăнă, пăрахăçланнине пĕлтернĕ. «Шупашкарти политехника институтĕнче пурĕ 2700 çын вĕренет. Филиалта Раççейри 36 регионтан студентсем пĕлӳ илеççĕ, вĕренсе тухакансем ĕçе кулленех вырнаçаççĕ. Пуласлăхра республикăра пысăк технологиллĕ производствăсем хута каясси паллă. Çавăнпа та асăннă аслă шкултан вĕренсе тухакан специалистсем малашне те ĕç рынокĕнче питĕ кирлĕ. Шупашкарти институт регионти шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Инженер пулас текен яш-кĕрĕм республикăра сахал мар», - тенĕ Михаил Игнатьев калаçăва малалла тăснă май. «Вĕренекенсем пахалăхлă пĕлӳ илччĕр тесе малашне те вĕсене валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе парассишĕн  çине тăрсах ĕçлеме шантаратпăр», - тесе каланă Мускаври  машинăсем тăвакан патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Николаенко республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева. Тĕплĕнрех



13 ноября 2015
14:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter