Халăх асĕнчи поэт

Тăван халăх пуласлăхĕшĕн чунĕпе çуннă кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр, чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çутă тĕнчене килнĕренпе чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 116 çул çитрĕ. Литература çулталăкĕнче мал ĕмĕтлĕ поэтăн ырă ятне асра тытса Патреккел ял вулавăшĕнче чăвашлăх сехечĕ иртрĕ. Вулавăшра йĕркеленĕ “Халăх асĕнчи поэт” калаçу ачасене паллă поэт çинчен нумай çĕнни те кăсăкли пĕлме пулăшрĕ. Чăваш поэзийĕн классикне Çеçпĕл Мишшине халалласа  йĕркеленĕ «Çеçпĕл пирĕн чĕрере» курав çулăм чĕреллĕ поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, йывăр та синкерлĕ шăпипе вулакансене тĕплĕн паллаштарать.



16 ноября 2015
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter