Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăн  Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕнчи республикăри  промышленноç сферинчи ĕç кăтартăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, çу уйăхĕнче промышленноç производствин индексĕ чакнине асăннă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле кăтарту лайăхланассине, кирлĕ пек шайра пурнăçланассине шантарса калана министр Владимир Аврелькин.  Кăçалхи çул 9 уйăх хушшинче лайăх ĕçлесе пыракан предприятисене те палăртнă. Хĕллехи тапхăрта автомашина çулĕсене тирпейлесе тытса тăрас ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тĕплĕн чарăнса тăнă, хĕллене хатĕрленес ĕç пĕчĕккĕн вĕçленсе пынине пĕлтернĕ. Федераци шайĕнчи çулсене «Волга» УПРДОР, республика шайĕнчисене вара «Чувашавтодор» тирпейлесе тытса тăнине каланă. Кăçалхи çулсене вара  федераци шайĕнчисене - «Воддорстрой» ТМЯО, регионăн тата муниципалитетăн çулĕсене - «Чувашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «СтройТЕК», «Ликта», КФХ  А.Н.Макаров КФХ тасатса тирпейлесе тăрассине пĕлтернĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсемшĕн муниципалитетсем яваплăх тытнине каланă. Хĕллехи вăхăтра пăрлак çулсенчен асăрханас тĕлĕшпе пур материала та хатĕрленине каланă. Муниципалитетсенче ку ĕçе 83 процента çити пĕтĕмпех пурнăçланине асăннă. Техника енчен те нимĕнле кăлтăк та пулманнине палăртнă министр. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче «Чувашавтодор» предприятийĕн ĕçĕпе кăмăллă пулманнине палăртнă. Халлĕхе вĕсен ĕçĕ 30 процент çеç пулни ăна пăшăрхантарнă. Çулсен пăрлакĕсенчен сыхланас тесе çителĕклĕ хатĕрсем çукки кулянтарать. Шупашкарти индустри паркĕн ĕç строительствин  кăтартăвĕ пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин каласа кăтартнă. Объекта пурнăçа кĕртме   Федераци бюджетĕнчен пурĕ 71,192 млн тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 8,2 млн. тенкĕ пăхса хăварнине асăннă, объект ĕçне «Старко» фирма пурнăçлассине каланă. Индустри паркĕнче халлĕхе 14 предприяти хăйсен производствине вырнаçтарма кăмăл тунине тата та 9-шĕпе килĕшӳ хучĕсене çирĕплетес тапхăр пынине пĕлтернĕ.  Предприятисем вăй илсе кайсан, çынсене валли 870 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленесси паллă.  М.Д. Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев каласа кăтартнă. Асăннă мероприяти Чăваш Енре чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен пырĕ. Фестиваль чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Г. Доницетти лартнă  «Любовный напиток» оперăпа пуçланасси паллă, унăн режиссерĕ Мускавра ĕçлекен Элла Фейгинова. Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче оперăна пĕчĕкрех хакпа ялсенчен килнисем валли, организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсене кăтартма тĕллев лартнă. Фестиваль чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче гала-концерпа вĕçленет. Билет хакĕ 300 тенкĕрен пуçласа 1200 тенкĕ таран пулĕ. Халлĕхе палăртнă тăрăх, курма килекенсен шучĕ 5 пин çын патнелле пуласси те паллă. Хальхинче канашлура  Иван Моторин предприятисемпе организацисен ертӳçисен доклачĕсене итленĕ. Предприятисен налуксемшĕн пухăннă парăмĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, сăлтавĕсене сӳтсе явнă.



16 ноября 2015
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter