Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

 Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче ларăва республикăри районсемпе хуласен ертӳлĕхĕсем хутшăннă. Пухăннисем Чăваш Республикин  2015-мĕш çулхи тата планпа пăхса хăварнă 2016-2017-мĕш çулсем валли йышăннă республика бюджечĕн саккун проектне кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. «Чăваш Республикин 2015 çулхи республика бюджетне пайăрлатассин тĕп виçисем çинчен» ыйтупа тĕплĕн канашланă. Лару ĕçне пуçличчен чи малтан Михаил Игнатьев республикăра район, хула администрацисен пуçлăхĕсене суйланнине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕтĕмпех йĕркеленине палăртнă. «Малашлăхра халăх тăратнă ыйтусене пурнăçа кĕртсе пырасси çине ытларах тимлĕх уйăрса ĕçлемелле. Суйлав вăхăтĕнче каланă сĕнӳсене шута илмелле», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вырăнти бюджетăн тупăш пайне ытларах тултарассишĕн эффективлă ĕçлеме хушнă. Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсене палăртнă. Республикăн социаллă экономика аталанăвĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ актуаллă ыйтăвĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек шайра татса парассишĕн уйрăмах ĕçлемеллине каланă. «Раççей Федерацийĕн патшалăх программисене эпир хутшăнатпăр. Федераци бюджетĕнчен инвестици явăçтаратпăр. Конкурс ĕçне вăхăтра ирттермелле. Палăртнă укçа-тенкĕпе тухăçлăх усă курмалла», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина доклад тунă. Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2015 çулăн республика бюджечĕн тупăш пайĕ 358,7 млн. тенкĕ ӳснине каланă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина палăртнă тăрăх, республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2015-мĕш çулта 37115,5 млн танлашать. Кун пек кăтарту федераци центрĕпе эффективлă ĕçлесе пынине кура пурнăçланнине палăртнă.   Чăваш Республикин республика бюджечĕн тăкак пайĕ пысăкланасси те паллă. Çул-йĕр сарас ĕçе Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ урлă 316,5 млн. тенкĕ куçарма палăртнă. Саккун проектне пăхса тухиччен маларах уçăмлăн сӳтсе явнине каланă. Çак ĕçе Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри регион штабĕн, Общество палатин членĕсем, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем хутшăннине асăннă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсенче ĕçлекенсемпе бюджетăн тупăш пайĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Тĕп калаçу республикăра çĕнĕ шкулсем тăвасси, пурлăхпа тата çĕрсемпе тухăçлă ĕçлесси ыйтусем тавра канашланă, парăмсене тавăрса парассине сӳтсе явнă.   Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов шкулсене модернизациленĕ чухне кашни ыйтăва çивĕч тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă. «Чи малтан ачасене вĕрентме май çук авариллĕ çуртсем вырăнне çĕннисене хăпартса лартма тĕллев лартмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Шкулсене лартма çĕр вырăнĕсене хатĕрлемелле, ĕç хучĕсене кирлĕ пек шайра йĕркелемеллине, проекта пурнăçа кĕртес ĕçре депутатсен çивĕч тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарса хăварнă. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Председателĕн  Д.А. Медведевăн регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи Николай Николаев  хăйĕн сăмахĕнче халăх программи пирки ытларах чарăнса тăнă. «Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче халăх панă ыйтусене ертӳçĕсем лайăх пĕлеççĕ. Малашнехи ĕç планне вĕсене кĕртсе, пурнăçлассишĕн тăрăшмалла. Енчен те ыйтусене татса памасан, эпир вĕсене çирĕп тĕрĕслесе тăрассине пăрахăçламăпăр», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. Раççей Федерацийĕн Федераци канашĕн членĕ Вадим Николаев хăйĕн сăмахĕнче республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Агропромышленноç пайне аталатарассипе те сахал мар ука-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Уйрăмах çакăн пек йышăну туса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, мĕншĕн тесен халăхăн 40 проценчĕ ял тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнать



16 ноября 2015
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter