Бюджет саккунĕн проектне - çĕнĕ тÿрлетÿсем
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планланă 2016, 2017 çулсенчи тапхăрта республика бюджетне пайăрлатассин тĕп виçисем çинчен» ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта ЧР ĕç тăвакакан влаç органĕсен ертÿçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри регион штабĕн, Общество палатин членĕсем, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьев 2015 çулхи бюджет экономикăн кăткăс условийĕсенче пурнăçа кĕнине пĕлтерчĕ. «Йывăрлăха пăхмасăрах республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕ май пĕрлештернĕ тупăш пайне 359 млн тенкĕлĕх пысăклатма май пур», - терĕ. Çитĕнÿ бюджет политикине тĕрĕс тытса пынинчен, федераци центрĕпе килĕштерсе ĕçленинчен килнĕ. Михаил Васильевич хыснана хушма нухратпа пуянлатас тĕллевпе РФ Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа, Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа темиçе те тĕл пулса калаçнă. Пĕрлехи хутшăнусенче региона пулăшмалли мерăсем йышăнма тĕплĕ шутласа палăртнă аргументсене тата бюджетăн тÿрлетсе çĕнетнĕ виçисене пĕлтернĕ. Çакă хăйĕн çимĕçне кÿнĕ: республикăна хушма 570,9 млн тенкĕ куçмалла.
Михаил Васильевич республика бюджетне тÿрлетÿсем кĕртнĕ чухне çынсем Патшалăх Канашĕн депутачĕсене, чи малтанах «Единая Россия» политика партине чĕнсе каланине шута илнине палăртрĕ. Укçа-тенкĕ халăх пурнăçĕн шайне çĕклеме, социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва та татса пама кайĕ. Бюджетăн пысăк пайĕпе - 181,2 млн тенкĕпе - сывлăх сыхлавĕн тытăмне лайăхлатĕç. Çав шутран 95,3 млн т. - сыватмăшсене тĕпрен юсама, 50 млн т. - онкодиспансер тума. 2016 çулта Алькеш поселокĕнче - поликлиника, Шупашкарăн «Садовый» микрорайонĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçма палăртнă.
Вĕренÿ тытăмĕнче 11,2 млрд тенкĕпе усă курмалла. Бюджетăн виççĕмĕш тÿрлетĕвĕпе килĕшÿллĕн профессипе вăтам пĕлÿ паракан учрежденисене тĕпрен юсама - 20,2 млн, ясли-садик тума - 63,4 млн, шкулсем хута яма - 61,5 млн, шкул автобусĕсем туянма 34 млн тенкĕ тăкакламалла.
- Хăшпĕр регионта 3 сменăпа вĕрентекен шкулсем те пур. Эпир ку енĕпе маларах пыратпăр. Апла пулин те ачасен 6 проценчĕ иккĕмĕш сменăна çÿрет. Çитменлĕхе пĕтерес тесен малашне те çĕнĕ вĕренÿ çурчĕсем тумалла, - терĕ Михаил Васильевич. - Эпир 10 çул хушшинче 30 шкул çĕклеме тĕллев лартатпăр. Çав вăхăтрах пуррисене модернизацилетпĕр.
2016 çулта 1000-шер ача йышăнмалăх шкулсем тума регионсене федераци хыснинчен 50 млрд тенкĕ куçарма палăртнă. Михаил Васильевич Шупашкар хула ертÿçисене тата тĕп хула Пухăвĕн депутачĕсене пулас пĕлÿ çурчĕсен вырăнĕсене палăртма чĕнсе каларĕ. Раççей Правительстви 10 çул хушшинче вĕренекенсене 2-мĕш сменăна çÿретме пăрахтарас тата 50: ытла йăшнă çуртлă шкулсенчен хăтлисене куçарас ыйтăва татса парас тĕллевлĕ терĕ.
Республикăра халăха социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе çулленех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе 121,4 млн тенкĕ ытларах усă курмалла. Кăçал ĕç стажне 2,5 çул чакарнăран 19,5 пин çын «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕ федераци тата республика бюджечĕсенчен хушма 205 млн тенкĕ илĕ. Çынсене кивĕ çуртсенчен хăтлисене куçармалли программăна пурнăçлама - 260 млн, Çул-йĕр фондне пысăклатма - 316,8 млн, муниципалитетсене пулăшма 102 млн тенкĕ кайĕ.
Финанс министрĕ Светлана Енилина пухăннисене республика бюджечĕн тÿрлетнĕ çĕнĕ виçисемпе паллаштарчĕ: унăн 2015 çулхи тупăшĕ - 37115,5 млн /ÿсĕм - 11,2:/, тăкакĕ 40956 млн /11,3: нумайрах/ танлашать.
Министрсем, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Малов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев бюджет саккунĕн проектне тарăннăн сÿтсе яврĕç. Çавăншăн тĕп хула пуçлăхне Леонид Черкесова Михаил Игнатьевран пайăррăн сăмах тиврĕ. Канашлăва хутшăннисенчен хăшĕ-пĕри журналистсене комментари пама килĕшрĕ.
Сергей Артамонов, ЧР ял хуçалăх министрĕ: мана тÿрлетÿсем хушса çĕнетнĕ бюджет саккунĕн проектне ял хуçалăхне аталантарма 2 млрд та 900 млн тенкĕ уйăрма пăхни кăмăла кайрĕ. Кризис вăхăтĕнче хресчене çăмăл мар. Нумай ял хуçалăх организацийĕ укçа енчен йывăрлăх тÿсет, çĕнĕ техника, элита вăрлăх туянаймасть. Вĕсене вăхăтра тĕрев памалла. Çакă тăкаксене пĕчĕклетме, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, тупăшлă аталанма çулсем уçать, импорта хамăрăн продукципе улăштарас ыйтăва сирме пулăшать.
Петр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ: Михаил Васильевич çĕнĕ шкулсем тăвас, пуррисене модернизацилес ыйтăва çивĕч лартрĕ. Икĕ сменăпа вĕрентессине пĕтермеллех. Хĕллехи вăхăтра пĕчĕк ачасем шкултан тĕттĕмре киле таврăнма шикленнине те шута илмеллех пулĕ. Çывăх вăхăтра Шупашкар тата Комсомольски районĕсенче пĕлÿ çурчĕсем хута каймалла. Строительствăна вăраха тăсас марччĕ. Хам Комсомольски тăрăхĕнче çуралса ÿснĕрен ĕç-хĕл мĕнле пынине куçран вĕçертмĕп.
Валентин ГРИГОРЬЕВ