Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хулара республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительство ĕçĕпе паллашнă

Чӳк уйăхĕн  18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хулара республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительство ĕçĕпе паллашнă. Унпа пĕрле ĕçлĕ çулçӳревре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  Алла Салаева, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пулнă. Ертӳçĕсем объектăн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă. Республикăри онкодиспансер хирурги корпусĕн строительство ĕçне 2012-мĕш çулта тытăннă. Хальхи самантра объектăн 50 процент ĕçне пурнăçланă та.  Юлашки уйăхра çуртăн пĕрремĕш хутĕнче штукатурка ĕçĕпе тăрăшнă. Учрежденийĕн çивĕттине те витсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра специалистсем лифтсен шахтисене йĕркене кĕртсе пырассипе вăй хураççĕ. Енчен те çак асăннă сывлăх сыхлавĕн учрежденине хута ярсан, шыçăпа (ракпа) чирлĕ çынсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама тата та лайăхрах условисем пуласси паллă. Палăртса хăваратпăр, нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планланă 2016, 2017 çулсенчи тапхăрта республика бюджетне пайăрлатассин тĕп виçисем çинчен» ыйтупа канашлу иртнĕ. Михаил Игнатьев 2015 çулхи бюджет экономикăн кăткăс условийĕсенче пурнăçа кĕнине пĕлтернĕ. «Йывăрлăха пăхмасăрах республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна тӳрлетӳсем кĕртнĕ май пĕрлештернĕ тупăш пайне 359 млн тенкĕлĕх пысăклатма май пур», - тенĕ. Укçа-тенкĕ халăх пурнăçĕн шайне çĕклеме, социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва та татса пама кайĕ. Бюджетăн пысăк пайĕпе - 181,2 млн тенкĕпе - сывлăх сыхлавĕн тытăмне лайăхлатĕç. Çав шутран 50 млн т. - онкодиспансер тума. Тĕплĕнрех



18 ноября 2015
14:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter