Канашри сбор пунктĕнче яшсене Çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатуринче ирттерме тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура ăсатнă

 


Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канашри сбор пунктĕнче яшсене Çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатуринче ирттерме тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура ăсатнă. Чăваш Енрен Мускава Президент полкне Чăваш Енрен кăçал хĕсметре тăма 10 салтака суйланă. Пурте - яштака та патвар, чылайăшĕ аслă пĕлӳллĕ, спорт разрячĕсем пур. Канашри сбор пунктĕнчи çакна халалланă «Раççее сыхлама шаннă!» мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи  Юрий Васильев, Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин çар комиссарĕ  Александр Мокрушин, Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов хутшăннă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Юрий Васильев Мускаври Кремлĕн комендатуринчи хĕсмет вăхăтне вĕçлесе таврăннă 15 ентеше тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн республика символикиллĕ алла çыхмалли сехетсем парнеленĕ, тав тунă, кăçал тин каякан 10 салтака  регион Ертӳçин пил сăмахĕсене панă. Салтака Чăваш Енрен çакăн пек патвар яшсем кайнăшăн чăннипех те пысăк хисеп пулнине каланă. Салтаксем хастар та спортпа туслă, вĕренӳре малта пыракан яшсем тесе асăннă. «Эсир хăвăра тивĕçлипе кăтартрăр, республика сумне çĕре ӳкермесĕр, çулталăк каялла хăвăра панă наказа чыслăн пурнăçларăр. Халĕ акă сире паян çула тухакан тепĕр 10 ентеш улăштарать, вĕсем те ырă йăла-йĕркене малалла тăсасса, сирĕнтен тĕслĕх илсе Конституцире палăртнă тивĕçе чыслăн пурнăçласса çирĕп шанатăп. Эпĕ кăна мар, республика шанать. Паллах, çăмăл пулмĕ, анчах Чăваш Енĕн тата хăвăрăн ят-сума упрăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи. Республика Правительстви çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Регионта 47 çул «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисем пĕр чарăнми иртнине асăннă. Республикăра кадетсен юхăмĕ те çулран çул вăй илсех пынине палăртнă. Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ регионтан Президент полкне хĕсметре тăма яшсене ăсатасси ырă йăлана кĕрсе пынине каланă. Чăваш Енри пуçне хунă паттăр салтаксене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытса, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕсене сума сунса Салтак палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. Чăваш Республикинчи çар комиссарĕ Александр Мокрушин хăйĕн сăмахĕнче яшсем салтака чунтан, хапăл тусах кайнине палăртнă. Вăрçă ветеранĕ Вячеслав Калинкин пулас салтаксем  хĕсмете хисепе упрассине шанса каланă. «Раççей çарĕн салтакĕ чыса нихăçан та çĕре ӳкермен, тăшмана парăнман. Чыс, тивĕç вĕсемшĕн пуш сăмах мар!», - тенĕ вăл. Тин çеç салтак ретне тăнă Михаил Ермолаев яш-кĕрĕм ячĕпе хăйсене салтака яма çакăн пек пухăнса сумлăн ăсатнăшăн, чĕререн тав тунă. «Хамăр çине илнĕ яваплăха туллин, чыслăн пурнăçлăпăр», - тенĕ вăл. Палăртса хăваратпăр, кăçалхи çул кĕркунне пурĕ регионтан 1220 салтак çара кайнă. Çуркунне 1771 çамрăк çар ретне тăнă, плана регион туллин пурнăçланă. Тĕплĕнрех

 



18 ноября 2015
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter