Çĕнĕ Шупашкарта пысăк пахалăхлă клинкер брусчатки тата çулталăкне 40 миллион штук пиччĕн клинкер кирпĕч туса кăларакан предприяти хута кайрĕ

 


Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Çĕнĕ Шупашкарта пысăк пахалăхлă клинкер брусчатки тата çулталăкне 40 миллион штук пиччĕн клинкер кирпĕч туса кăларма пултаракан предприяти хута кайрĕ Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин экономитка министрĕ Владимир Аврелькин, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков, «Çар-промышленноç банкĕ» директорсен канашĕн председателĕ Юрий Колток хутшăннă. «Экоклинкера» ĕçченĕсене çĕнĕ завод хута кайнă ятпа саламланă. Предприяти пуласлăх çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă Иван Моторин, малашне те тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма сĕннĕ. «Экоклинкер» ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Краснов производствăна кĕске вăхăт хушшинче хута яма май килнине асăннă. Заводра пĕтĕмпех паянхи пурнăçпа тӳр килекен хатĕрсене вырнаçтарнине каланă. Палăртнă проекта пурнăçа кĕртме пысăк пулăшу кӳнĕшĕн республика Правительствине тав тунă. Хăнасем хĕрлĕ лентăна каснă хыççăн, предприятийĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă. Пысăк пахалăхлă клинкер брусчатки тата çулталăкне 40 миллион штук пиччĕн клинкер кирпĕч туса кăларакан предприятире пурĕ 125 çын ĕçлет. Проект ĕçне пĕлтĕр нарăс уйăхĕнчен пуçланă пулнă. Пĕтĕмĕшле объектшăн 800 млн. тенкĕлĕх  инвестици хывнă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Ен Правительстви витĕм кӳнипе хулара иккĕмĕш предприяти хута кайрĕ. Калăпăр, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта "Экоклинкер" тулли мар яваплă обществăн илемлетмелли пысăк пахалăхлă клинкер керамика плиткисем туса кăларакан Раççейри пĕрремĕш завочĕ уçăлнă. Паллă пулăма ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Çитес çул та Çĕнĕ Шупашкарта «Экоклинкер» çĕнĕ предприятисем хута яма палăртать.. Пурĕ вĕсем производство ĕçне 10 млрд. тенкĕ хывма тĕллев лартнă. Ку питех те питĕ меллĕ, асăннă инвестици проекчĕсене пурнăçлани бюджета кĕрекен укçа-тенке ӳстерме тата 3 пин ытла пысăк тӳлевлĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парать.  Юлашки çулсенче Чăваш Республики пысăк инвестиции проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе паха опыт пухрĕ. Ют çĕршывсенчен килекен компанисем те хапăл тусах пирĕн регионта ĕçлесси пирки пĕлтереççĕ. Пилĕк çул хушшинче пурĕ регионта 100 ытла инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕнĕ. Чăваш Ен экономикине 130 миллиард тенкĕ ытла инвестици явăçтарма, 12 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă. Çĕнĕ Шупашкарта  паллă предприятисем - «Хĕвел», «НПП Спектр», «Сантек» тата ыттисем те. Тĕплĕнрех



18 ноября 2015
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter