«Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» («Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем») конкурс иртрĕ

2015 çулхи чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче К.В. Иванов çуралнăранпа 125 çул,  Н.И. Ашмарин çуралнăранпа 145 çул çитнине  халалласа республика шайĕнчи «Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» («Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем») Интернет конкурс иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 138 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен 7-шĕ тулай чăваш шкулĕсенчен пулчĕç. Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри ертсе пычĕ.

Учительсем чăваш чĕлхипе тата литературипе 10 ыйтăва хуравларĕç. Ыйтусем çăмăлах пулмарĕç курăнать. Уйрăмах йывăррисем тесе çаксене пăхмалла:

1. Кайраклă пайăр ята кирлĕ формăна лартса çырăр.

Константин Иванов Чĕмпĕртен Слакпуçне таврăнмассерен (Кайраклă) кая-кая килнĕ, унта халăх сăмахлăхне пухнă.

2. Чăваш пуплевĕнче сăмах майлашăвĕ окситони ритмĕпе палăрать тенине мĕнле ăнланмалла?

3. Предложение вулăр.  Пĕчĕк сăмах мĕнле пуплев пайне пăхăнать.

4. Н.И. Ашмаринăн 17 томлă словарĕнчен илнĕ предложенире нумай пăнчă вырăнне мĕн çырмалла?

Пичче арăмĕ ман арăмпа … пулать.

Пурте тĕрĕс хуравланă ыйтусем пулмарĕç.  Сире конкурсра кашни учитель мĕн чухлĕ балл пухнине (рейтингне) кăтартакан таблицăпа паллаштаратпăр. Сертификат тĕрлĕ сăлтава пула конкурс ыйтăвĕсене хуравлама май килмен учительсене те  паратпăр.

Конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем, çĕнтерÿçĕсен дипломĕсем раштавăн 15-мĕш кунĕсем тĕлне хатĕр пулĕç. Дипломсемпе сертификатсене кафедрăна кĕрсе илмелле.

 

Интернет конкурс (2015) хуравĕсем 

2015 çулхи Интернет конкурсра усă курма сĕннĕ ыйтусем →

Интернет конкурса хутшăннисен рейтингĕ 



19 ноября 2015
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter