Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Геройĕпе Николай Гавриловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕпе, авиацин генерал-лейтенанчĕпе, Раççей Федерацийĕн Геройĕпе Николай Гавриловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳçи Николай Гаврилова Чăваш Республикинче çарпа çыхăннă палăксене уçнăшăн тав сăмахĕсем каланă.  «Эсир асăнмалăх лартнă палăксене çитĕнекен ăру пысăк хисепе хурать. Çамрăксем вĕсемпе мăнаçланаççĕ, ветерансем те яланах ырăпа çеç аса илеççĕ.  Çынсем нумайăшĕ палăксем умне пырса, вăрçăн тумхахлă çулĕсем пирки аса илсе, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама тăрăшаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвĕсем анлăн сарăлнине каланă, халăх кăмăлланине палăртнă.  Николай Гаврилов регион Ертӳçине спорт ăмăртăвĕсене пыма йыхравланă. Уяв раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Шупашкарта иртĕ. Палăртнă тăрăх, ăмăртусене паллă спортсменсем, обществăлла лару-тăрăва хутшăнакансем килсе çитессине пĕлтернĕ. «Олимп чемпионĕсем, Раççей Геройĕсем Чăваш Ене яланах ырăпа аса илеççĕ, çамрăксемпе ĕçлес ыйтăва кирлĕ пек шайра йĕркелесе пынине калаççĕ. Çĕршывра та ыттисемпе танлаштарсан Чăваш Ен хастаррисем шутĕнче малти ретре тăрать», - тесе каланă генерал-лейтенант.  Раççей Геройĕ малашне те Чăваш Енре палăксене лартас ĕçе йĕркелесе пыма шантарнă. «Пирĕн çитĕнекен ăрăвăн яланах тӳпене вĕçес ĕмĕт пулмалла, уçлăха вĕçсе республика ятне çӳле çĕклеме тăрăшмалла. Професси чăннипех те яш-кĕрĕмĕн чунне хавхалантарать», - тенĕ сумлă хăна.   Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енрен çамрăксем çулсерен Аслă çар авиаци училищисене вĕренме кайнине пĕлтернĕ.    Тата çакна та палăртса хăварнă,  çитĕнекен çамрăксем пирус таврашне, наркотиксемпе кăсăкланманнине пĕлтернĕ. «Сывă пурнăç йĕркине кăмăл туни пурне те хавхалантарать.  Çитес çул ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавăнпа та пирĕн пурсăмăрăн та обществăра ĕçлекен çынна хисеплеме вĕрентесси», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



02 ноября 2015
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter