Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. «Когалымавиа» авиакомпанийĕн «Airbus А321» самолет ӳксе шар курнă халăхсен йывăр çухатăвне асăнса ларăва пĕр минутлăха шăплăха тытса тăнинчен пуçланă. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова патшалăх тата муниципаллă контрактсемпе çыхăннă ыйтусем тавра тĕплĕн чарăнса тăнă. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен подрядчиксене тупса палăртса явап тыттарнине палăртса хăварнă хăйĕн докладĕнче. Ыйтăва малашне те çирĕп тĕрĕслесе тăмалине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Лекарство препарачĕсем пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тĕплĕн паллаштарнă. Кашни уйăхра 6 пине яхăн эмелсене тĕрĕслесе тăнине асăннă. Хаксем хăпарманни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Чăваш Республикинче эмельсен хакĕсемпе лару-тăру йĕркеллех пулнине каланă министр. Малашне те ыйтăва тĕрĕслесех тăма хушнă Михаил Игнатьев. Халăх пĕрлĕхĕн кунне хатĕрленсе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тĕплĕн паллаштарнă. Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Енрен мĕнпур хуласемпе районсенчен пултарулăх ушкăнĕсен пĕрлехи концерчĕ пулассине пĕлтернĕ. Чи пысăк уяв мероприятийĕ Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра 13 сехетре пуçланĕ. Кăçал тата палăртса хăвармалла, Чăваш Енрен сумлă делегаци Мускавра уявра хутшăнĕ,республика чысне 200 çын хӳтĕлĕ. Канашлу вĕçленес умĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳри кĕпер шăпи пирки тепĕр хут чарăнса тăнă. Лару-тăрупа кăмăллă мари сисĕннĕ, çакнах халăх та çирĕплетет. «Волга» УПРДОР ФКУ пай пуçлăхĕн çумĕ Андрей Симзяев кĕпере çак эрне вĕçĕнче хута яма палăртнине пĕлтернĕ. Паянхи ларура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Чăваш Енри шалти ĕçсен министрне Сергей Семенова Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн медаль орденпа чысланă. 1924-1945-мĕш çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă  вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халланă мероприятисене йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕ  ĕçтешсене Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин вице-премьерĕ Алла Салаева, Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, Чăваш Республикин  сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Галина Германова, халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ Елена Зайцева, Чăваш Республикин информаци политикин аналитика пайĕн пуçлăхĕ Евгений Кудряшова пулнă. Тĕплĕнрех



02 ноября 2015
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter