Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле тата Улатăр хулисенче пулнă

 Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле тата Улатăр хулисенче пулнă. Палăртнă муниципалитетсенче пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çуртсенчен граждансене лайăх хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес программăпа килĕшӳллĕн çĕкленекен объектсен строительство ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă. Çĕмĕрле хулинче Иван Моторин виçĕ хутлă нумай хваттерлĕ икĕ çуртăн шăпипе кăсăкланнă. Строительство ĕçне авăн уйăхĕнче пуçланă пулнă. Хальхи самантра çуртăн виçĕ хутне те хăпартса лартнă. Строительствăра пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Асăннă объекта кăçал раштав уйăхĕнче пĕтĕмпех вĕçлеме тĕллев лартнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин муниципалитет ертӳлĕхĕпе тата подрядчиксемпе йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Объекта вăхăтра хута ярасси чи çивĕч ыйту пулнине палăртнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Зиновьев хăйĕн сăмахĕнче çурта ăшăпа тивĕçтересси, инженери ĕçĕсем чи кăткăс пулнине каланă. Республикăн тĕллевлĕ программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе килĕшӳллĕн, Çĕмĕрлере  пурăнакан 164 çынна хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. 2014-2015-мĕш çулсенче Çĕмĕрлере пурĕ авариллĕ çуртсенчен çынсене хăтлă хваттерсене тивĕçтерес тĕлĕшпе 53,2 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен 24,5 млн. тенкине Çурт-йĕр фондĕнчен, 23,5 млн.республика хыснинчен, 5,2 млн. – вырăнти бюджетран.   Улатăр хулинче Иван Моторин Ленинград урамĕнчи 10-мĕш çурт шăпипе паллашнă. 27 хваттерлĕ çуртра 18-шĕ пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес тĕллевлĕ программăпа тивĕçнĕ граждансем валли пулĕ. Кунта строительство ĕçне  «Инжиниринговая фирма «Большой плюс» ТМЯО пурнăçлать. Строительсем çуртăн пĕрремĕш хутне çĕклесе лартнă. Асăннă объекта кăçалхи çул раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртнă. Объекта графикпа килĕшӳллĕн пурнăçламанни сисĕнет. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки канашланă. Иван Моторин Улатăр ертӳлĕхне Чăваш Республикин Строительство министерствипе пĕрле строительсем валли çĕнĕ ĕç графикне çирĕплетсе хăварма хушнă, объекта вăхăтра хута ямаллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Паянхи кун муниципалитетра пурĕ пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса лайăх хваттерсемпе 100 çынна тивĕçтерме палăртнă. 2014-2015-мĕш çулсенче программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе объектсене пурнăçа кĕртме 45,8 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсенчен 31,2 млн. Çурт-йĕр фончĕ урлă, республика хыснинчен,  14,6 млн пăхса хăварнă.   Пĕтĕмĕшле Чăваш Енре 2013-2017-мĕш çулсенче çӳлерех палăртнă программăпа килĕшӳллĕн пурĕ 4925 çемьене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă. 2012 çулччен ишĕлекен тесе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен граждансене урăх вырăна пурăнма куçарас ĕç хастар пырать. Пурĕ вĕсене валли 5 млрд 86 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Палăртса хăваратпăр, асăннă программăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Нумаях пулмасть ĕçлĕ канашлура та тĕплĕн сӳтсе явнă. Чӳк уйăхĕнче иртнĕ канашлăва республикăри мĕнпур районсемпе хула ертӳлĕхĕсем хутшăннă пулнă. Ун чухне те регион Ертӳçи  Михаил  Игнатьев программăна вăхăтра пурнăçа кĕртме, унпа çыхăннă ыйтусемпе нимĕнле кăлтăксем те пулмалла марине çирĕп асăрхаттарнă.



20 ноября 2015
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter