Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Налук службин ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин Налук  службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

  Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Кӑҫал Раҫҫей налук органӗсем 25 ҫулне паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӗрӗк ӗмӗр­ ӗнтӗ вӗсем патшалӑх хыснине налук укҫи-тенки вӑ­хӑтра кӗрсе тӑрассине тивӗҫтереҫҫӗ. Асӑннӑ укҫа-тенкӗ бюджетӑн тупӑш пайне тултармалли тӗп ҫӑлкуҫ пулса тӑрать, ӑна социаллӑ пурнӑҫпа эконо­микӑн чи кирлӗ тӗллевӗ­сем валли: со­циаллӑ программӑсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме, эконо­ми­кӑпа общество инфратытӑмне аталантарма, хӑрушсӑрлӑхпа право йӗркине тивӗҫ­лӗ шайра тытса тӑма приори­тетлӑ йӗркепе уйӑраҫҫӗ.

  Хӑйсен умӗнче тӑракан тӗллевсене тухӑҫлӑн татса парса Чӑваш Ен налук службин ӗҫченӗсем налук тӳлекенсене налук тӳлессипе ҫыхӑннӑ ти­вӗҫсене  пурнӑҫлама, административлӑ витӗме чакарма лайӑх май­­сем йӗр­ке­леҫҫӗ, налук тытӑмне тытса пырас ӗҫе ҫамӑллатма пулӑшакан хальхи йышши мал­та пыракан электрон технологийӗсене аталантараҫҫӗ тата ӗҫе кӗр­теҫҫӗ.    

Налукҫӑсен професси ӑсталӑхне тата кал-кал ӗҫне пула рес­пуб­ли­кӑра налук пуҫтарасси лайӑх шайра пурнӑҫланать: мӗнпур шайри бюджетсене  30 млрд тенке яхӑн укҫа-тенкӗ пухнӑ.

Хӑйсен ӗҫне тӗплӗ пӗлни тата пысӑк явапалӑхлӑ пулни Федераци налук службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсене тӗ­рӗслев ӗҫ­ӗн тухӑҫлӑхне малашне татах та ӳстерсе пыма пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑ­ратӑп.

Налук службин ветеранӗсемпе ӗҫченӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫи­тӗ­нӳсем, палӑртнӑ мӗнпур тӗллеве пурнӑҫлама тата ҫемье ырлӑхне су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин

      Пуҫлӑхӗ                                                                                    М.Игнатьев

 



20 ноября 2015
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter