Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин регионта «Этническая Чувашия» инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин регионта «Этническая Чувашия» инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. «Амазония» этнокомплексăн инфратытăмĕн тата «Ясна» этноэкологи комплексĕн строительство ĕçĕсемпе, объектсен строительство ĕçĕ валли пăхса хăварнă укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусемпе регионти  культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев тĕплĕн паллаштарнă. Паянхи куна «Амазония» этнокомплексра электричество, газ тата транспорт инфратытăмĕпе ĕçленине асăннă, «Ясна» объектра вара шыв, газификаци, электричество ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланине каланă. «Чувашавтодор»  АХП хăй çине илнĕ яваплăха туллин тивĕçтерменнине кура, Чăваш Республикин Культура министерстви объектсенче транспорт инфратытăмне пурнăçлама çĕнĕрен аукцион ирттерме палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин подрядчиксене объектсене вăхăтра хута яма асăрхаттарнă, ĕç графикне пăсма юраманнине çирĕп каланă.  Тĕплĕнрех

 



20 ноября 2015
14:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter