Шупашкарта Чăваш Республикин ШĔМ отрядĕнчен ятарлă ушкăна Çурçĕр Кавказа ĕçлĕ командировкăна ăсатнă

 Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин ШĔМ отрядĕнчен ятарлă ушкăна ĕçлĕ командировкăна Чечня Республикине ăсатнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика Правительстви тата хăй ятĕнчен служба командировкине каякансене Юрий Васильев пил сăмахĕсем каланă.  «1995-мĕш çултанпа регионтан Шалти ĕçсен министерствинчен  4 пин ытла çын Çурçĕр Кавказра командировкăра пулнă. Пирĕн яшсене нихăçан та критиклемен, вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене таса чунпа яланах пурнăçланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сире малашне те хăвăра шанса панă тивĕçе таса чунпа пурнăçлама сĕнет. Сывлăхлă пулăр,  ырлăх тата ăнăçусем сунатпăр. Сире эпир яланах кĕтетпĕр. телейлĕ çул пултăр!», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи уйрăмах сыхă тăма каякансен тăванĕсене ырă сăмахсем каланă. «Эсир вĕсене туйса, ĕненсе кĕтни, шанни вĕсемшĕн пысăк пархатар. Вĕсене тивĕçе туллин пурнăçлама пулăшать. Чăваш Ен Правительстви, енчен те сирĕн çывăх çыннăрсен кĕтмен çĕртен кăлтăксем сиксе тухсан, вĕсене пулăшу кирлĕ пулсан, яланах витĕм кӳме хатĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. 20 çул хушшинче Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем сахал мар ĕçлĕ командировкăсенче пулнă, вĕсем пурте хăйсене шанса панă ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçланине каланă Чăваш Ен шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев. «Сывă та чыслăн каялла тăван çĕре, тăван киле таврăнассине пĕрре те иккĕленместĕп», - тенĕ вăл.   Полицейскийсене Шалти ĕçсен министерствин ветерансен обществăлла организацийĕн председателĕ, генерал-майор милици  Михаил Киселев тата виçĕ ывăла ура çине тăратнă амăшĕ Валентина Искандерова, унăн ачисем Çурçĕр Кавказра  пĕр хуччен çеç мар командировкăра пулнă, халь тин каякан полицейскийсене чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Палăртса хăваратпăр, салтаксем 180 кунлăха командировкăна каяççĕ. Пурĕ вĕсем 70 çын. Вĕсенчен нумайăшĕ командировкăсенче пĕрре мар пулса курнă. Хăшĕсем вара пĕрремĕш хут ĕçлĕ службăна командировкăна каяççĕ. Нумаях пулмасть, полици ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Вĕсене ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.«Полицейскисен умӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллев тӑрать – обществӑри йӗр­ке­лӗхе тата патшалӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси. Пра­вӑна сыхлакан органсене шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗршыва чунтан савакан чӑн-чӑн патриотсем ӗҫлеме килеҫҫӗ. Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсене тивӗҫе тата при­сягӑна чунтан парӑннӑшӑн, ҫынсемпе евӗк пулнӑшӑн, ӗҫри ӑста­лӑх­шӑн тата тӗл­левсене пурнӑҫланӑ чухнехи оперативлӑхшӑн, паттӑрлӑхпа хӑю­лӑх­шӑн пӗ­тӗм чунтан тав тӑватӑп», - тенĕ вăл. Тӗплӗнрех

 



23 ноября 2015
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter