Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕçлĕ ларура Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов регионта кану кунĕсенче çул-йĕр хуçалăх службисен ĕç кăтартăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Палăртса хăваратпăр, республикăра шăматкунпа вырсарникун çил-тăман самай алхасни пуриншĕн те  кĕтменлĕх пулчĕ. Федераци шайĕнчи çулсене тирпейлеме 46 ятарлă техника ĕçленине, республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина çулĕсем çинчи пухăннă юрсене тасатма вара 107 техника тухнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтернин кăтартăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.  Чăваш Республикинче патшалăх программи пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки каласа кăтартнă. Программăна пурнăçлама пурĕ 494,4 млн тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен 271 млн. федераци хыснинчен,  223,4 млн тенкĕ вара республика бюджетĕнчен. Кăçалхи çул 10 уйăх хушшинче пурĕ 349 млн  усă курма та ĕлкĕрнĕ, вăл 70,6 процентпа танлашать. Палăртса хунă тăрăх асăннă программăна кăçал 81 пин çын хутшăнмалла. Паянхи кун тĕлне илес пулсан, вĕсенчен 77 пин çын ĕçе хутшăнма та ĕлкĕрнĕ. (94,9 процент).  Программăн тĕп тĕллевĕ, ĕçсĕр юлнă çынсене ĕçпе тивĕçтересси. Паянхи кун тĕлне пурĕ 39 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă, кăтарту 96,5 процентпа танлашать.  Ĕçпе тивĕçтерекен предприятисемпе организацисен ертӳçисен заявкисене пăхса тухнă хыççăн, 15 пин çынна яланлăхах ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан пысăкрах пулни куçкĕретех. Асăннă ĕçе «Работа в России» вакансий базине 2015 çулта утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче йĕркелесе яма май килни те пысăк пулăшу кӳни сисĕнет, çакнах министр та çирĕплетсех хăварнă. Çулталăк пуçланнăранпа çынсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем те сахал мар тупса панă. Пурĕ 23 пин çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен 16220 гражданĕ 14 çултан пуçласа 18 çула çитнисем. Ытларах йывăр çемьесенче пурăнакан çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çĕнĕрен професси илес текенсене те сахал мар пулăшу кӳнĕ. Пурĕ 2787 çынна пĕлӳ пухма майсем йĕркелесе панă. Амăшĕсене вăхăтлăха хăйсен пепкисемпе килте ларнă вăхăтра та тĕрлĕ пĕлӳсем илме майсем тупса панă. Кун пек ĕçсене 405 хĕрарăма тĕрлĕ учрежденисене вĕренме янă. Асăннă ыйтупа планпа пăхса хăварнинчен ытларах та пурнăçланă. Палăртма кăмăллă, вĕренсе тухнă хĕрарăмсем ĕçе вырнаçни те пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунсăр пуçне республикăра сусăр çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес ыйту та кун йĕркинчех. Пурĕ 106 сусăра ĕçпе тивĕçтерме тĕллев лартнă. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене, е тата вĕсен çемьисенче инвалид ачасем çитĕнеççĕ пулсан, вĕсене те ĕçпе тивĕçтерме палăртса хунă. Паянхи куна 104 сусăра тата 50 ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтернĕ те. Ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур организацисенче тăрăшакансене те вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, регионта халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту кирлĕ пек туллин пурнăçланса пырать. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2015-мĕш çулта чӳк уйăхĕн 26-27-мĕш кунĕсенче республикăра регионсем хушшинче ирттерме палăртнă форум пирки тĕплĕн каласа хăварнă. Форум икĕ пайран тăрассине, республикăри промышленноç предприятийĕсене çитсе паллашассине, 10 тĕрлĕ ятарлă куравсем ĕçлессине, «Марка качества Чувашской Республики» республика конкурсĕн çĕнтерӳçисене наградăсемпе чыслассине тата   «100 лучших товаров России» пĕтĕм Раççейри конкурсра мала тухнисене те палăртса хăварассине пĕлтернĕ. Форум ĕçне 300 çын хутшăнма кăмăл тунă. Раççей регионсенчен тĕрлĕ экспертсем килесси те паллă. Чăваш Республикинчен предприятисемпе организацисем, аслă пĕлӳ паракан учрежденисен ертӳçисем те хутшăнма кăмăл тунă. Асăннă мероприятине питĕ пысăк шайра йĕркелесе ирттерме çирĕп каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин. Хĕллене хатĕрленсе ял хуçалăх техникисене тирпейлесе лартассипе ятарласа ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан  патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Еландаев тĕплĕн чарăнса тăнă.    Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енре пурĕ 23352 техника шута илнине асăннă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен 637ед. ӳснĕ. Вăл ытларах харпăрхăй хуçалăхра техникăна туянни сисĕннине каланă. Шута илнĕ техникăран 50,2 проценчĕ – 11730-шне тĕрĕслеве тăратнă. Вĕсенчен ТО 11457-шĕ тĕрĕслев витĕр аван тухнă. Асăннă кăтартупа чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсене те палăртнă. Вăрнар районĕнчи «Санары» Агрофирма, Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» ТМЯО, Тăвай районĕнчи  «Фирма Акконд-агро» АХО, Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПК, Шупашкарти «Дорэкс» АХО тата ыттисем те. Министрсем ĕçлĕ çулçӳревсенче пулни пирки каласа кăтартнă. Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов Самарăра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич йĕркелесе ирттернĕ канашлăва хутшăнни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Пысăк хăвăртлăхпа çӳретме ирĕк паракан трасса ĕçĕпе çыхăннă ыйтусем тавра министр калаçнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Мускавра Раççей Федерацийĕн Экономика министерствине кайса килни пирки каласа кăтартнă. Шупашкарта Индустри паркĕн объекчĕсене хута яма федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ куçарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнине пĕлтернĕ. Канаш хулине тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа Плана кĕртнĕ ĕçсене пурнăçлама инфратытăма аталантарасси пирки те канашланине асăннă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Спорт министерствинче пулни пирки каласа кăтартнă. Спорт объекчĕсене хута ярассипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу иртнине каланă. Патшалăхăн тĕллевлĕ программипе регионта тăватă спорт объектне хута яма палăртнине аса илнĕ. Вĕсенчен иккĕшне хута яма та ĕлкĕрнĕ. Тата иккĕшне те вăхăтрах пурнăçа кĕртессине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă министр. Спорт объекчĕсене хута яма республика бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă. Ку хутĕнче ларура налуксем чылай пухăнса кайнă организацисен ертӳçисене итленĕ. Ертӳçĕсем парăмсен сăлтавĕсем пирки тĕплĕн каласа хăварнă. Иван Моторин графика пăхăнса çирĕп йĕркепе налуксене тӳлесе пыма çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Палăртса хăваратпăр, налуксене вăхăтра тӳлемен предприятисемпе организацисен ертӳçисене халăх умĕнче тăратса ыйтас ĕçе регион Ертӳçи пуçарнипе пулса пырать. «Пурне те пĕр сĕнӳ - таса чунпа, яваплăха туйса пурин те тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемелле. Ун чухне нимĕнле парăм та пуçтарăнса каймасть. Республикăра сахал мар предприятисемпе организацисем, хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ», - тесе яланах палăртса калать республика Пуçлăхĕ. Кун пирки чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ канашлура та асăннă.



23 ноября 2015
15:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter