Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкарти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен шăпипе паллашнă

Чӳк уйăхĕн  23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  Шупашкарти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен шăпипе паллашнă. Палăртнă учрежденисен строительство ĕçне республика Правительстви çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Ку хутĕнче ĕçлĕ çулçӳреве Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин строительство министрĕн çумĕ  Сергей Безруков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Шупашкарти кану паркĕнче маунтинбайк енĕпе олимп спортсменĕсене хатĕрлеме пулăшакан центрĕн строительство ĕçне Чăваш Ен Правительстви кулленех çирĕп тĕрĕслет. Нумай функциллĕ центрта спортсменсемпе тренировкăсем ирттерме ятарлă пилĕк зал пулĕ. Медицина пӳлĕмĕ, методика пĕлĕвĕсем памалли уйрăмсем, апатланмалли вырăнсем тата ытти ятарлă пӳлĕмсене хатĕрлеме палăртса хунă. Паянхи кун тĕлне калас пулсан, объектăн строительство ĕçне 80 процента çити пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Кăçал çулталăк вĕçленнĕ тĕле асăннă объекта хута яма палăртнă. Çитес çул утă уйăхĕнче Раççей шайĕнче маунтинбайк чемпионачĕ иртĕ.  Шупашкарти Чернышевский урамĕнче хута каякан ача сачĕн шăпипе паллашнă. Унăн строительство ĕçне пĕлтĕр, раштав уйăхĕнче тытăннă пулнă. Халĕ кунта учрежденийĕнче çуртăн шалти пайĕсене тирпейлессипе хĕрӳ ĕç пырать. Çывăхри территорине те тирпей-илем кӳртессипе аван тăрăшаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак асăннă объекта çулталăк вĕçнелле хута ямаллине пĕр хуччен çеç мар каланă. Шупашкар хулинче республикăн «Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен 2-мĕш вăтам спорт шкулĕ» ачасене хушма пĕлӳ паракан патшалăх учрежденийĕнче биатлонпа аталанма пулăшакан ятарлă уйрăм пулĕ. Асăннă учрежденире спортсменсене валли кирлĕ пек пур условисем те йĕркеленĕ.  Ку палăртнă объекта та раштав уйăхĕн вĕçĕнче хута яма палăртса хунă. Эгерский бульварта физкультурăпа спорт комплексне премьер-министр тĕплĕн пăхса çаврăннă. Кунта та строительство ĕçне пĕтĕмпех вĕçленĕ, çуртăн ăшчиккиине, тавралăха тирпей-илем кӳртеççĕ. ФОКра бассейн, тĕрлĕ залсем пулĕç. Харăсах спорта кунта 150 çын çӳреме пултарать. Ку районта нумай функциллĕ центр ĕçĕпе те кăсăкланнă. Асăннă объект республикăра виççĕмĕш шутланать. Харăсах учрежденире 32 чӳречере çынсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерме меллĕ пулĕ. «Кашни объектра хăйне евĕр строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Ача садĕнче çитес вăхăтрах строительство ĕçĕсем вĕçленесси паллă, раштав уйăхĕнче объект хута та кайĕ. НФЦ раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне çĕклесе лартма паллă тунă. Спорт учрежденийĕсем çитес çулта çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнче пĕтĕмпех йĕркене кĕрсе хута кайĕç. Укçа-тенкĕпе çыхăннă татса паман ыйтусем те пулнă, анчах та паянхи куна пур кăлтăка та сирсе янă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çук», - тесе çирĕппĕн каланă премьер-министр. Тĕплĕнрех



24 ноября 2015
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter