Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин регионта туризма аталантарассипе çыхăннă ыйтупа канашлу ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин Чăваш Республикинче туризма аталантарассипе ĕçлекен ведомствăсен тата куравпа ярмăркка ĕç-хĕлĕн канашĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ. Туризм тытăмĕнче импорта улăштарассипе çыхăннă ыйту пирки Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ  Иван Иванов тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл Раççейре çав шутрах Чăваш Енре те туризм рынокĕ лайăх кăтартусемпе палăрнине асăннă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çитĕнӳсем самай, 25 процента çити хăпарни сисĕнет. Кăçал 9 уйăх хушшинче Чăваш Енри туризма аталантарассипе ĕçлекен организацисем 110 пин çынна пулăшу панине каланă. 2014-мĕш çулта çак кăтарту – 80 пин çынпа танлашнă. Пĕтĕмĕшле тупăш маларах палăртса хунă тăрăх, 617 млн.тенкĕ пухăннă. Палăртма кăмăллă, регионта: Тăвайĕнче, Йĕпреçре, Елчĕкре туризм кирлĕ пек шайра йĕркеленсе аталанса пырать. Раççей туризм базинче икĕ фирма «Попутчик» ТМЯО тата «Транс-Тур» фирма палăрнине каланă министр çумĕ. Чăваш Енре 40 ытла турфирмăсене шута илнине пĕлтернĕ, анчах та вĕсем Раççейĕн пĕрлĕхлĕ базинче пулманнине пăшăрханса каланă. Иван Моторин Чăваш Ен Культура тата Экономика министерствисене палăртнă ыйтупа çивĕчрех ĕçлеме, туристсен маршрутне йĕркене кĕртме хушнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта туризма аталантарас ыйту пирки пĕрре мар сăмах хускатнă. «Туристсем яланах пирĕн республикăна килме юратаççĕ. Шупашкара е тата республикăри ытти хуласене теплоходсем тăтăшах çынсене илсе килеççĕ. Регионта çĕвĕ-хĕлĕпе ĕçлекен лагерьсем те пур, нумайăшĕ Атăл хĕрринче вырнаçнă. Уçă сывлăшра спортпа аталанма Мускавран хăнасем сахал мар пирĕн патне чунтан савăнсах килеççĕ. Апат хакĕ вĕсемшĕн йӳнĕ тата çитменнине палăртас пулсан, пахалăх енчен те çимĕçсем таса. Пĕр сăмахпа каласан, халăх пирĕн тăрăха хапăл тусах килет», - тет.  Ларăва пухăннисем 2016-мĕш çул валли тĕрлĕ куравсен Планне çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Плана пурĕ 32 мероприяти кĕртнине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



24 ноября 2015
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter