Элĕк районĕ: çулсене юртан вăхăтра тасатĕç

Иртнĕ эрнекунхи çил-тăман районти çул-йĕр организацийĕсем хĕле кĕме хатĕррипе хатĕр маррине самаях тĕрĕслерĕ. Муниципалитет шайĕнчи çулсене пăхса тăракан «Алиководорстрой» организацийĕ пĕрремĕш тĕрĕслев витĕр аванах тухрĕ темелле. Автотранспорт çÿрекен çулсене вăхăтра юртан тасатнă, çавăнпа та пассажирсене турттаракан транспорт расписанийĕнче те улшăнусем пулман.

- Пирĕн организаци район шайĕнчи 225 километр çула пăхса тăрать. Хĕл кунĕсенче асăннă лаптăк çинчи юра хырса тăрассине те эпир пурнăçлатпăр. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн организаци хĕле кĕме хатĕр, çулсене юртан тасатса тăма техника çителĕклĕ, - калаçу пуçламăшĕнчех палăртрĕ «Алиководорстрой» организацин генеральнăй директорĕ Виталий Степанов.

Çанталăк условийĕсене кура хĕлле 12 техникăна ĕçе явăçтарма палăртнă. Вĕсенчен 5-шĕ КАМаЗ-сем, 3-шĕ çула юртан уçаççĕ пулсан, тепĕр иккĕшĕ çул-йĕре юртан тасатнипе пĕрлех пăра ирĕлтерме хăйăрпа тăвар хутăшĕ те сапаççĕ. Иртнĕ кунсенче шăпах вĕсене ĕçе явăçтарнă та.

- Ку чухне техникăна пысăк опытлă водительсем ĕçлеттерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. КАМаЗсене чылай çул ĕнтĕ Герман Озеров, Владимир Константинов, Федор Парамонов, Олег Терентьев, Дмитрий Терентьев ĕçлеттереççĕ. Транспорта юсавлă тытаççĕ, - палăртать Виталий Борисович.

Çавăн пекех районти çулсене юртан тасатас ĕçе икшер «Беларусь» тата «Т-150», «Т-75» бульдозер тракторсене хутшăнтараççĕ. Районти ялсенче асфальт пур урамсене те Элĕкри çул-йĕр организацийĕн техники юртан хырса тăрать. Пĕчĕк урамсене, тăкăрлăксене кĕрсе тухмалли вырăнсене юртан тасатнă чухне «АМКОДОР» погрузчикпа усă кураççĕ. Кун пек чухне асăннă техника юра аяккалла сапать, автотранспорт çÿремелли çула сарать.

Хĕл кунĕсенче çул çинче инкексем пуласран асăрхаттарас тĕлĕшпе хăйăрпа тăвар хутăшĕпе усă кураççĕ. Çак реагента 3 пин тонна хатĕрленĕ. В.Степанов ертÿçĕ палăртнă тăрăх, хĕл каçа районти çулсене сапса тăма çителĕклех вăл. Унпа ытларах чухне 10 градус сивĕрех чухне усă кураççĕ. Çул-йĕре юртан тасатакан техникăна ĕçлеттерме çунтармалли-сĕрмелли материала та çителĕклех кÿрсе килнĕ. Ку енчен чăрмавсем пулмассине çирĕплетсех каларĕ «Алиководорстрой» хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ.

Çил-тăманлă çанталăкра асăннă организаци ĕçченĕсем автотранспорт çула тухичченех ир кÿлĕмех район шайĕнчи çулсене юртан хыраççĕ, çанталăк условийĕсем каç еннелле те лайăхланмасан мĕн сĕм çĕрлечченех çулсем çинче ĕçлеççĕ.



24 ноября 2015
11:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter