Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Раҫҫей налук органӗсене 25 ҫул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕнче налук службине йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă. Палăртнă мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулнă.  Пухăннисене саламлама федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата республика Правительствин ячĕпе Иван Моторин саламланă, кӑҫал Раҫҫей налук органӗсем чӗрӗк ӗмӗр­ ӗнтӗ вӗсем патшалӑх бюджетне налук укҫи-тенки вӑ­хӑтра кӗрсе тӑрассине тивӗҫтернине, асӑннӑ укҫа-тенкӗ бюджетӑн тупӑш пайне тултармалли тӗп ҫӑлкуҫ пулса тӑнине, ӑна социаллӑ пурнӑҫпа эконо­микӑн чи кирлӗ тӗллевӗ­сем валли: со­циаллӑ программӑсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме, эконо­ми­кӑпа общество инфратытӑмне аталантарма, хӑрушсӑрлӑхпа право йӗркине тивӗҫ­лӗ шайра тытса тӑма приори­тетлӑ йӗркепе уйӑрса пынине каланă. Хӑйсен ӗҫне тӗплӗ пӗлни тата пысӑк явапалӑхлӑ пулни Федераци налук службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсене тӗ­рӗслев ӗҫ­ӗн тухӑҫлӑхне малашне татах та ӳстерсе пыма пулӑшасса ҫирӗппӗн шаннине пĕлтернĕ. «Налук службин ветеранӗсемпе ӗҫченӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫи­тӗ­нӳсем, палӑртнӑ мӗнпур тӗллеве пурнӑҫлама тата ҫемье ырлӑхне су­натӑп!», - тенĕ вăл. Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи  Марина Петрова хăйĕн сăмахĕнче службăн ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Çĕршывра çăмăлах мар экономика лару-тăрăвĕнче те налук службин ĕçченĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланине каланă, ĕç кăтартăвĕсем çулран çул лайăхланса ӳссе пынине асăннă. Паянхи куна Управленинче пурĕ 1128 çын тăрăшать. Вĕсен ĕçне федераци шайĕнче пысăка хурса хакланă, тĕрлĕ наградăсемпе хисеп тунă. Ĕçтешсене федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов тата ытти хăнасем те саламланă. Уяв каçĕнче хисепе тивĕçнисене наградăсемпе чысланă. Çакăн пекех мероприятинче тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӳçисене те уйрăммăн палăртса хисеп паллисемпе наградăланă.  Савăнăçлă мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.  Палăртса хăваратпăр, маларах налук службин ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă пулнă. Вăл хăйĕн саламĕнче çапла каланă: «Налук службин ĕçченĕсем хӑйсен умӗнче тӑракан тӗллевсене тухӑҫлӑн татса парса Чӑваш Ен налук службин ӗҫченӗсем налук тӳлекенсене налук тӳлессипе ҫыхӑннӑ ти­вӗҫсене  пурнӑҫлама, административлӑ витӗме чакарма лайӑх май­­сем йӗр­ке­леҫҫӗ, налук тытӑмне тытса пырас ӗҫе ҫамӑллатма пулӑшакан хальхи йышши мал­та пыракан электрон технологийӗсене аталантараҫҫӗ тата ӗҫе кӗр­теҫҫӗ.  Мĕнпур ветерансене, налук службин ĕçченĕсене ырлăх-сывлăх, çемьере килĕшӳ, лартнă тĕллевсене пурне те пурнăçа кĕртмелле пултăрччĕ», - тенĕ вăл.  Тӗплӗнрех



24 ноября 2015
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter