Шупашкар районĕ: Тутарстантанран чăваш чĕлхипе шкул ачисем çĕнтерÿпе таврăнчĕç

Тутарстан Республикин вĕренÿ тата наука министерстви, Тутарстан халăхĕсен Ассамблейи тата “Тутарстан халăхĕсен Туслăх Çурчĕ” патшалăх бюджет учрежденийĕ  наукăпа  практика конференцийĕ тата Раççей халăх шкул ачисен иккĕмĕш вулавне ирттерчĕç. Пĕрремĕш вулав иртнĕ çул çак вăхăталлах иртнĕччĕ. Тутарстан тĕп хулине юпан 28-мĕшĕнче çичĕ халăх ывăл-хĕрĕ пуçтарăнчĕ – вырăс, тутар, пушкăрт, чăваш, мари, удмурт тата мордва. Кусем кĕрет мар (заочный) турта мала тухнисем. Улт çĕр ытла ĕçрен 94 шкул ачин ĕçĕ малтанхи тапхăрта çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Кашни халăх ачисем уйрăм секцисем тăрăх пайланса ĕçлерĕç - вырăсла, тутарла, чăвашла.

Чăваш Республикинчен ку сумлă конференцие виçĕ вĕренекен йыхрава тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче Шупашкар районĕнчи Тутаркасси вăтам шкулĕнчи 10 класри Васильева Марина (вĕрентекенĕ – А.В.Ишова), Кăшавăш вăтам шкулĕнчи 11 класри Карамаева Татьяна (вĕрентекенĕ – Е.А.Майков) тата Шупашкар хулин 59-мĕш шкулти Антошина Екатерина (вĕрентекенĕ – Е.Л.Чернова). Чăваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ĕн тупăшрĕç. Кунта Тутарстанта чăвашла тăрăшса вĕренекенсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Хулари, ялти шкулсенчен те пур. Çивĕч тупăшура Татьяна Карамаева çĕнтерÿçĕн II степеньлĕ дипломне тата 7 пин тенкĕлĕх сертификата çĕнсе илчĕ. Марина Васильева конференцин лауреат димломне тата 3 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсен чи лайăх ĕçĕсене – пурĕ 50 статьяна – „Развитие и сохранение национальных языков в поликультурном обществе” кĕнекене пухса-пичетлесе кăларнă, вĕсене парне вырăнне кашниех пачĕç. Юлашкинчен шкул ачисем тата вĕсен вĕрентекенĕсем Хусан хули тăрăх экскурсире пулчĕç. 

Тăван чĕлхене аталантарассине тата упраса хăварассине Тутарстанта патшалăх программи туса пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ.  Кунта пурăнакан кашни тĕрлĕ халăх çынни хисепре, вĕсене аталанма кирлĕ майсем туса параççĕ. Аякран килнĕ хăнасене питĕ тарават пулнине палăртма кăмăллă пулчĕ.



24 ноября 2015
11:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter