Вăрнар районĕ: Калинино шкулĕнче иртнĕ уяв кунне пĕр сăмахсăр истори урокĕпе танлаштармалла

Шăматкун, ноябрĕн 21-мĕшĕнче, мухтавлă Калинино шкулĕнче иртнĕ уяв кунне пĕр сăмахсăр истори урокĕпе танлаштармалла. Ачасен, вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн, хăнасен куçĕсенче, сăн-питĕнче çиçекен савăнăçра, пĕр-пĕрне саламланинче, калаçусенче, ăрусен пĕрлешĕвĕнче палăрчĕ вăл: кашнин кун-çулĕ – шкул «кĕнекин» страницинче.

170 çулхи юбилее тÿрех çавра сĕтел хушшинче ирттерменни те пĕлтерĕшлĕ. Пысăк хăнасем, офицерсем, малтанах ачасемпе тĕл пулчĕç, Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли пирки калаçрĕç. Çакна курса, кунта вĕренмен пулин те, калининăсемшĕн паянхи, пулас ăрусемшĕн савăнса, чунра тăванлăх туйăмĕ хуçаланчĕ. Пĕрлехи сăнÿкерчĕкре аван курăнчĕ – йышлă сумлă хăнасем хушшинче кăкăр тулли наградăллă, пакунсемлĕ çынсем речĕпех% Михаил Григорьев генерал-майор, Анатолий Григорьев, Эрик Васильев, Валерий Кошкин полковниксем, Станислав Львов, Николай Лысов подполковниксем, ыттисем...

Патриотизм теми уявăн тĕп пайĕнче – Калининăри культура çурчĕн сцени çинче те сÿнмерĕ. Салари чиркÿ настоятелĕ Сергий атте калининăсем ку юхăма çĕнĕрен чĕртме пултарнишĕн ырă сăмахсем пиллерĕ. Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полпречĕн советникĕ Анатолий Григорьев, Мускаври кадет корпусĕн инженери службин ертÿçи Эрик Васильев, ытти чылай хăна Калинино шкулĕн выпускникĕсем наци мăнаçлăхĕ, çĕршыв мăнаçлăхĕ пулнине палăртрĕç.

Тăван шкул историйĕн кашни страницин хăйĕн çитĕнĕвĕ, çыннисем пулни ветерансен сăмахĕсенче аван курăнчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та 39 çул каялла ку шкултан аттестат илсе тухнă. Çавăнпа та юратнă шкулăн сумлă датине вăл чунри уявпа танлаштарчĕ, паянхи çĕршыври кăткăс лару-тăрура ачасене пĕчĕкрен Тăван çĕршывшăн кар тăма вĕрентсе ÿстерни çав тери пысăк хаклăх пулнине палăртрĕ.

Паллах, сцена çинчи кашни сăмаха çырса пĕтереймĕн. Пĕтĕмĕшле вĕсем пурте мухтава, патриотлăха, чыса, савăнăçа пĕрлештерчĕç.

Татьяна Ефимова чи лайăх директор пулнипе Чăваш ен Пуçлăхĕн ылтăнланă, ятлă сехетне тивĕçрĕ. Алина Морякова, Людмила Терентьева – район администрацийĕн, Сюзанна Андреева, Юлия Войнова, Надежда Кузьмина – Мускаври кадет корпусĕн, Татьяна Орлова, Дина Петрова вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисемлĕ пулчĕç.

Сумлă хăнасене, ветерансене, чыса тивĕçнĕ учительсене юбилей ячĕпе шăратнă ылтăн медальсем çакрĕç. Тĕрлĕ ăру представителĕсем Ачалăх, Çамрăклăх, Ăслăлăх, Туслăх, Шанчăклăх çăлтăрĕсене çутрĕç.

Кадетсен вальсĕ, тĕрлĕ класри ачасен сăвви, юрри, ташши, учительсен пултарулăхĕ тыткăнларĕ. «Светлячок» ача сачĕн вĕренекенĕсен ташши – нумайлăха асра юлмалли. «Утмăлтурат», «Кружевницы» ансамбльсем, Валентина Смирнова, ыттисем чунсене савăнăç кĕртрĕç.

Паллах, каласа иртмесĕр май çук. Уяв тăршшĕпех сцена çинчен Хăмăшсен пултаруллă çыннин Валерий Кошкинăн чаплă сăввисем янăрарĕç.



25 ноября 2015
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter