Ÿсĕм куç умĕнчех

Кăçалхи 10 уйăхра мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 32495 тонна сĕт туса илнĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 11113 тонна, е пĕлтĕрхи шайран 15 процент ытларах. ,несен тухăçлăхĕ Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Мураты», «Янгорчино», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ предприятисенче, Светлана Лукина, Виталий Яковлев, Александр Козлов фермерсен хуçалăхĕсенче ÿснĕ, 5540 – 4402 килогрампа танлашнă. «Юнтапа», «Хорнзор» кооперативсенче сăвăм чакнă. Çав тапхăрта кашни ĕнерен 2845 килограмран сахалрах сĕт суса илнĕ.

Чăваш енри патшалăх статистикин кăтартăвĕсем тăрăх, вăрнарсем сĕт туса илессипе тата сутассипе республикăра виççĕмĕш вырăнта. Малтисем – елчĕксем тата шупашкарсем.

Районĕпе илсен кăçалхи 10 уйăхра мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 5227 тонна аш-пăш туса илнĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 2547 тонна (иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 4,9 процент пысăкрах). Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Кольцовка» агрофирмăра, «Победа», «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсенче ĕç кăтартăвĕсем ÿснĕ. Аш-пăш туса илес енĕпе Вăрнар районĕ республикăра Шупашкарпа Çĕрпÿ районĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 16370 пуç (çав хисепрен – ĕне 7841 пуç) тата сысна 16692 пуç шутланнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă выльăх – 6306 пуç, çав шутран ĕнесем – 2573. Сыснасем 14892 пуç. Вăрнар ен мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхпе сыснасен хисепĕпе те виççĕмĕш вырăнта.

Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тата тепĕр 1000 пуç ĕне вырнаçмалăх комплекс тĕппипех хута кайсан район ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра мала тухма та пултарать. Каласа хăвармалла, комплексăн 500 пуç ĕне вырнаçакан пĕр вити чÿк уйăхĕнче хута кайрĕ. Кун пирки хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ.

Районĕпе илсен ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх 274 пуç, ĕнесем – 189, сыснасем 1051 пуç ÿснĕ.

Аграрисем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тăрăшса ĕçлени аван курăнать. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2283 пăру, 19188 сысна çури илнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 97 тата 2338 пуç ытларах. 100 ĕнерен 75 пăру, 100 тĕп сысна аминчен 1748 çура илнĕ. Палăртмалла, 100 ĕне пуçне пăру илессипе çавалкас-мăратсене, çăкаллă-явăшсене, кульцавсене çитекенни çук.



25 ноября 2015
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter