Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Украина гражданĕсене пулăшу парассипе ĕçлекен ушкăнăн ĕçлĕ ларăвне ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Украина гражданĕсене пулăшу парассипе ĕçлекен ушкăнăн ĕçлĕ ларăвне ирттернĕ. Чи малтан кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тĕплĕн калаçнă. Министр пирĕн регионта Украинăран ирĕксĕр тарса килнĕ 61 граждан пурăннине каланă. Вĕсене вăхăтлăха «Юрма» предприятинче - 34 çынна тата «Чувашиякурорт» кану çуртĕнче 27 граждана вырнаçтарнине пĕлтернĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра татса парас тĕллевпе хĕрӳ лини те йĕркеленине асăннă. Чăваш Республикин Ĕçлев министерствине пурĕ Украина халăхĕнчен 530 ыйту килнине палăртнă. Пурне те вăхăтра кирлĕ пек пулăшусемпе специалистсем тивĕçтернине пĕлтернĕ. Федераци бюджетĕнчен Украинăран  вăхăтлăха килнĕ граждансене витĕм кӳрес тĕлĕшпе пулăшу 20869,6 пин тенкĕ куçарса панине каланă. Кунсăр пуçне республикăри Хĕрарăмсен канашĕ те ыр кăмăллăх фончĕ урлă пурĕ 1 млн. тенкĕ пулăшу куçарнă. Палăртнă укçапа халăхсене валли выртса тăма кравать, чашăк-тирĕк ытти хатĕрсене илнĕ. Республикăри ĕçпе тивĕçтерекен служба Украина халăхне вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе çивĕч ĕçленине каланă.  Кирлĕ пек ĕç вырăнĕсем пирки ятарлă ваканси банкне йĕркеленĕ, хыпарсене те вăхăтрах çĕнетсе тăнине пĕлтернĕ.  Пурĕ пирĕн республикăра Украинăран 1356 çын куçса килнĕ, вĕсенчен 817-шĕ ĕçлеме пултараканнисем. Палăртма кăмăллă, паянхи кун тĕлне вĕсенчен 80 процентне ĕçпе те тивĕçтерме май килнĕ. Пурне те вăхăтрах медицина тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те вăхăтрах татса пама май пуррине каланă. Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме, ăнлантару тапхăрĕсене шута илсе Украинăран хăйсен ирĕкĕпе куçса килекен граждансене ĕçпе тивĕçтерессине те вăхăтра йĕркелеме хушса хăварнă Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин. Тĕплĕнрех



25 ноября 2015
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter