Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Пухăннисем «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» çинчен калакан саккун проектне ырланă. Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче ватӑ ҫынсене пурӑнма лайӑх майсем тӑвасси – власть органӗсемпе обществӑн тӗп тӗллевӗ пулнине асăннă. Чӑваш Республикинче ӑна пурнӑҫлассишӗн тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ха­лӑхӑн  социаллӑ ыйтӑвӗсене  тивӗҫтерекен нумай профильлӗ учрежденисен ты­тӑ­мӗ Чӑ­ваш Енре пурӑнакан ватӑсене кирлӗ пек пулӑшу пама май панине, ҫавнашкал пу­лӑшу ӗҫӗсен йышӗ тӑтӑшах анлӑланнине палăртнă министр. «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ят туса хурасси ҫинчен йышӑну ҫи­рӗп­летнӗрен ӗҫ стажне кура Чӑваш Енри пенсионерсем хӑйсен ӗҫне ти­вӗҫлипе хакланине курса ӗненнӗ тата ветеран удостоверенийӗпе пӗрле социаллӑ ҫӑмӑл­лӑх ил­мелли правӑна тивӗҫнине асăннă. Палăртнă хисеплĕ ята тивĕçнисене Чăваш Енре ватăсене пенси çумне тата та 1082 тенкĕ хушса тӳлеме ирĕк пуррине, унсăр пуçне хваттере сеть тăрăх кĕртнĕ телефонпа радиопа усă курнăшăн 50 процентне патшалăх саплаштарнине пĕлтернĕ.  Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, хĕрарăмсен ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăх пулсан, арçынсен 42 çул та 6 уйăх тулсан хисепе тивĕçеççĕ, енчен те вĕсен хăйсен ĕç вырăнĕсенче нимĕнле кăлтăксемсĕрех, эрех-сăра ĕçсе айăпланман пулсан. Енчен те тĕрлĕ майпа йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан е тата Чăваш Республикинче пĕтĕм ĕç стажĕнчен 50 процентран сахалрах ĕçленĕ пулсан вара  ĕç ветеранĕ ята тивĕçлĕ пулмĕç.  Кун пирки халăх та пĕрре мар ыйтса çырнă. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илнĕ чухне уйрăм критерисене çивĕч тĕрĕслеме хушнă. Палăртнă ыйтупа ĕç ветеранĕ ята илнĕ чухне кĕртмелли критерисене палăртса граждансем ыйтса çырнине  180 тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ. Асăннă ыйту пирки халăха лайăх ăнлантарса пама хушнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин. Чăваш Республикин çутçанталăк министрĕ Сергей Павлов хăйĕн докладĕнче Çутçанталăк министерствине Чăваш Республикин чĕрчун тĕнчин йышне тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен тата йĕркелесе пыракан  патшалăх службине куçарнине аса илсе хăварнă, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленнине пĕлтернĕ. Ларăва пухăннисем ку хутĕнче сусăрланнă çынсене ĕçпе тивĕçтермелли ыйту пирки те сӳтсе явнă. Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетсенче ял хуçалăхĕ валли уйăрнă çĕрсене промышленноç, энергетика, транспорт, çыхăну тата ытти пайсенче усă курма куçарасси пирки йышăну пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Ял хуçалăх валли уйăрса хунă 24 çĕр лаптăкне çӳлерех асăннă тытăмсене куçарма йышăннине пĕлтернĕ. Кун пек çĕрсем ытларах Çĕрпӳ районĕнче, Етĕрнере палăртнине асăннă. Правительство членĕсем 2012-2020 мĕш çулсем валли граждансене социаллă пулăшу парассипе Чăваш Енре йышăннă патшалăх программине çĕнĕлĕхсем кĕртни çинчен калакан ĕç хутне йышăнса хăварнă.   Çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă хыççăн, 2012-2020-мĕш çулсем валли йышăннă Патшалăх программине пурнăçа кĕртме пурĕ  56,9 млрд тенкĕ кирлĕ пулассине каланă, маларах палăртса хунинчен 226 млн. тенкĕ ытларах. Патшалăх программипе килĕшӳллĕн, хушма программа, Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен муниципалитетсене приоритетлă объектсене, сусăр çынсене, халăхăн питех те куçса çӳреймен граждансене  пулăшу пама,  спорта аталантарма витĕм кӳме тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе ĕçлеме субсидисем куçармалли правилăна тĕплĕн пăхса тухнă. Ларура кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



26 ноября 2015
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter