Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани

Юратнӑ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем!

Анне кунӗ ячӗпе чунтан саламланине йышӑнсамӑрччӗ!

Анне юратӑвӗнчен лайӑхраххи, пархатарлӑраххи урӑх нимӗн те ҫук – ҫав вӑйлӑ туйӑм чӑннипех тулли те вӗҫӗмсӗр, вӑл ӑшпиллӗ те юмартлӑ. Эпир миҫе ҫул­та пулсан та, аннесем сывӑ чухне вӗсемшӗн яланах ача вырӑнӗнче шут­ла­натпӑр, пире те хаклӑ ҫыннӑмӑрӑн ачаш аллисен ӑшши, унӑн ырӑ сӑ­махӗ тата вӑл хамӑр ҫине ытармалла мар ӑшӑ куҫпа пӑхни пурнӑҫра тем пекех кирлӗ.

Чӑваш халӑх йӑли-йӗрки аннене – хамӑра пурнӑҫ паракан пуринчен те хаклӑ ҫынна – тата общество никӗсне хывакан ҫемьене чунтан юратса хисеплеме вӗ­рентет. Чӑваш Ен Правительстви амӑшлӑха тата ачалӑха пулӑшса пырать, йӑлана кӗнӗ ҫемье хак­лӑхӗсене ҫирӗплетесси ҫине те тимлӗ пӑхать.

Эпир республикӑра пурӑнакан хӗрарӑмсем лайӑх шайри медицина пулӑ­шӑ­вӗпе усӑ курма, спорт комплексӗсене ҫӳресе хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме пул­тарч­чӑр, ачисем тӗнчери чи лайӑх стандартсене тивӗҫтерекен вӗренӳ учреж­дени­йӗсенче пӗлӳ илнине шанса тӑччӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пурне те тума тӑ­рӑшатпӑр.  

 2012 ҫултан пуҫласа эпир амӑшӗн республика капиталне илмелли 9 пине яхӑн сертификат валеҫнӗ, 2013 ҫулта ҫирӗплетнӗ йышӑнупа килӗшӳллӗн виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи пепкесемшӗн ача виҫӗ ҫула ҫитиччен кашни уйӑхра ача укҫи тӳлетпӗр, нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пособийӗпе тивӗҫтеретпӗр.

Республика Правительстви йышӑннӑ мерӑсене пула нумай пурӑнакансен йы­шӗ 18 процент, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ – 25 процент, кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗ – 2,1 ҫула ҫити пысӑкланчӗ, сывӑ ачасен шучӗ 13 процент чухлӗ ӳсрӗ.

Анне тени мӗн тери йывӑр та яваплӑ «професси» иккенне, ҫак сумлӑ тивӗҫе пӗтӗм вӑя парса, чунпа тарават тата чӑтӑмлӑ пулса кӑна пурнӑҫлама пулнине эпир питӗ лайӑх пӗлсе тӑратпӑр, ҫавӑнпа та ача амӑшӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе ӗҫлетпӗр.

Юлашки ҫулсенче хальхи йышши 40 ытла ача сачӗ тунӑ. Шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче виҫӗ ҫултан аслӑрах ачасен черетне йӑлтах пӗтернӗ, муниципалитетсен 60 процентпа танлашакан йышӗнче ҫулталӑк ҫурӑрӑран аслӑрах ачасем валли ача сачӗсенче вырӑнсем йӗркеленӗ. Хальхи стандартсене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ шкулсем туса хута яратпӑр, ҫывӑх вӑхӑтрах республикӑра 30-тан кая мар ҫавнашкал пӗтӗ­мӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен ҫурчӗсем ҫӗкленсе ларӗҫ.

Хаклӑ ентешсем!

Аннене хисеплесе юратма хистекен сӑваплӑ туйӑм пирӗн чӗрере яланах сыхланса упранӗ, анчах, шел те, аннемӗрсем пирӗнпе ялан пулаймӗҫ. Ҫавӑн­па та ан­нӗрсемшӗн вӗсем юнашар чухне тӑрӑшӑр, чун ӑшшине те, тимлӗхӗре те ан шеллӗр, вӗсене хӑвӑрӑн юратӑвӑра парнелӗр.

Амӑшӗ пулма телейлӗ шӑпа пӳрнӗ мӗнпур хӗрарӑма тепӗр хут ӑшшӑн салам­латӑп! Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, лайӑх кӑмӑл-туйӑм, ҫемьере телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                         Михаил Игнатьев



27 ноября 2015
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter