Чăваш Республикин право йĕркине пăсасран асăрханмалли комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин право йĕркине пăсасран асăрханмалли комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев йĕркелесе ертсе пынă. 2015 çулта регионта право йĕркине пăсасран асăрханса  ирттернĕ профилактика ĕçĕсем пирки тата 2016-мĕш çул валли лартнă тĕллевсем çинчен Чăваш Енри Шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан  Андрей Тимофеев тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл каланă тăрăх, Чăваш Республикинче преступлени тунă тĕслĕхсен шучĕ республикăра чакса пырать. Пур-пĕрех лару-тăру лăпланса лармаллине пĕлтермест, ыйтăва кун йĕркинчех тытса тăмаллине асăннă. Ытларах чухне йĕркене пăсакансем ниçта та ĕçлемен çынсем  пулнине каланă. Паянхи пурнăçра эрех-сăра ĕçсе алхасакансем пурри вара пурне те пăшăрхантарать. Шăпах та çак категорири çынсем усал ĕçсем тума пикенеççĕ те. Ку енĕпе эрех-сăра ĕçсе йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ 11 процента çити хăпарса кайнине пĕлтернĕ. Ачасем преступлени туни сисĕнет. Çула çитмен çамрăксене эрех-сăрапа алхаснăшăн, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене  административлă майпа явап тыттарнине каланă. Тĕслĕх пысăк -198 ашшĕ-амăшĕ явап тытнă. Эрехе вăрттăн сутакансене тĕрĕслесе пурĕ 257 çынна право йĕркине пăснăшăн явап тыттарнă. Регионта халăх дружинисем аван ĕçленине палăртнă. Республикăра уйрăм муниципалитетсенче ку ĕçе кирлĕ пек шайра йĕркелеменнине уйрăммăн каланă. Республикăра пурĕ 10400 видеосăнав вырнаçтарнă, анчах та вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем ĕçлеменнине, вĕсене йĕркене кĕртмеллине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев муниципалитетсене палăртнă ыйтăва тĕрĕслеве илмеллине, кăлтăксене çийĕнчех пĕтерме, профилактика ĕçне ирттересси çине ытларах тимлĕх уйăрма хушса хăварнă. Ку енĕпе вырăнти бюджетсенче те кирлĕ пек виçепе укçа-тенкĕне уйăрса хумаллине асăннă. Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Чăваш Енри Управленийĕн Пуçлăхĕ Евгений Барсуков хăйĕн докладĕнче регионта наркăмăшпа алхасакансен шучĕ куçкĕретех чакнине  палăртнă, кăтарту ӳсменнине каланă. Республикăра çамрăксене спорта явăçтарас ĕç хастар пынине тата ытти нумай профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттернине асăннă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов çула çитмен ачасене преступлени тăвассинчен çирĕп тĕрĕслесе тăнине палăртнă, çамрăксен пушă вăхăтне ĕçпе тултарнине каланă, йывăр çемьесенче ӳсекен ачасене тĕрлĕ кружоксене явăçтарнине пĕлтернĕ, хушма пĕлӳ парасси çине ытларах тимлĕх уйăрнине асăннă. Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова çамрăксене культура ĕçне явăçтарас енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланине каланă, вулавăшсенче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленине асăннă. «Çамрăксем  йĕркене пăснă тĕслĕхсем пурне те вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнма хистет. Пирĕн тĕп тивĕç - ачасене яланах çирĕп тĕрĕслесси. Вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ яланах явап тытать. Спорт, культура, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыччĕр тесен,   пирĕн çамрăксене валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси çине ытларах тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев.   Ларура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче обществăлла хăрушсăрлăх тата обществăлла хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Управленийĕнче пай пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Алексей Юрьев Чăваш Республикин право йĕркине пăсасран асăрханмалли комиссийĕн  2015-мĕш çулхи ĕç-хĕлĕпе тата 2016-мĕш çул валли лартнă тĕллевсемпе тĕплĕн паллаштарнă.

 Тĕплĕнрех



27 ноября 2015
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter