Шупашкарта регионсен хушшинчи "Ăнăçлă бизнесăн меслечĕсем тата тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрĕ" XI форум ĕçлет

 


Чӳк уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсен хушшинчи "Ăнăçлă бизнесăн меслечĕсем тата тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрĕ" XI форум ĕçлет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалланă. Мероприяти Чăваш наци вулавăшĕнче иртнĕ. Пĕрлехи ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин уçнă. Ĕçлĕ канашлăва çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, пĕтĕм Раççейри пахалăх организацийĕн президенчĕ  Геннадий Воронин, Чăваш Енри суту-илӳ палатин президенчĕ Игорь Кустарин хутшăннă. «Кирек епле ĕçре те пахалăх шайĕ питĕ пысăк вырăн йышăнать. Паян кирек хăш бизнесри ертӳçĕ тавар пахалăхĕпе унăн экологири вырăнĕ тĕпре тăнине лайăх пĕлет. Предприяти ăнăçу тăвасси продукци пахалăхĕнчен нумай килет. Пире Раççейри, тулашри предприятисемпе тан тупăшса ĕçлеме вĕрентет. Çĕршывсен экономика санкцийĕпе çыхăннă хутшăнăвĕсем йĕркеленнĕ май пирĕн промышленноç çĕнĕ продукци туса кăларса халĕччен курман-пĕлмен рынок тупать, çапах та экономика енчен лару-тăру çăмăлах мар тăрать пулин те, Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисем хăйсен таварĕсен пахалăх шайне тытса пырассишĕн çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин. Регионта промышленноç предприятийĕсем кăларакан таварсен калăпăшĕ чылай ӳснĕ. Пахалăх маркине тытса пыракан предприятисен шучĕ те куçкĕретех ӳссе пырать. Енчен те вĕсем 2007-мĕш çулта республикăра 54 организаци продукци пахалăхĕн пĕтĕм тĕнчери стандартне тивĕçессишĕн сертификацин тĕрлĕ органĕ витĕр ăнăçлă тухнă пулсассăн, халĕ вара вĕсен хисепĕ 230 çитнине, çитменнине тата вĕсем хăйсен организацийĕсене модернизацилесе пынине те палăртса хăварнă республикăн премьер-министрĕ. Организацисем çĕнĕлле технологине пурнăçа кĕртсе пынин ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Ен Раççейре иккĕмĕш вырăнта тăрать, Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан пĕрремĕш. Иван Моторин тата çакна та палăртса хăварнă: «Регионта вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталанса пыма патшалăх енчен сахал мар тĕрлĕ пулăшу куçать. Республикăн инвестици илĕртӳлĕхне çирĕплетессишĕн çине тăрса ĕçлет», - тенĕ вăл. Форум ĕçĕнче Чăваш Республикин премьер министрĕ Иван Моторин 2015 çулшăн социаллă яваплăх енĕпе паракан преми, "Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ" конкурс лауреачĕсене, "Пахалăх енĕпе тунă çитĕнӳшĕн" тата "Чăваш Республикин пахалăх марки" паллăсен дипломачĕсене чысланă. Форумра предприятие ертсе пымалли меслетсем пирки, предприятин теветкел менеджментне йĕркелесси, бизнеса ăнăçтарас тесен вĕсен мĕн тумаллине, энергетика менеджменчĕн тытăмне организацисенче ĕçе кĕртесси тата ăна стандарт никĕсĕнче пурнăçа кĕртесси, Чăваш Республикинчи нумай функциллĕ центрсем кӳрекен патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатасси енĕпе "çавра сĕтел" хушшинчи калаçусем ирттерме палăртса хунă. Форум ĕçне бизнес пĕрлĕхĕнчи  çынсем, чикĕ леш енчен ытти регионтан килнĕ пахалăх эксперчĕсем, республикăри предприяти-организаци, аслă шкулсен ертӳçисем хутшăнаççĕ.  Тĕплĕнрех



27 ноября 2015
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter