Сăкăтри Вишневскисем изумруд туйне паллă турĕç

Сăкăт ялĕнчи Иван Сергеевичпа Раиса Григорьевна Вишневскисем пĕр çемьене чăмăртаннăранпа 55 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Çак паллă кун ячĕпе вĕсене Вăрнар район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филиппова, Çавалкас ял тăрăхĕн  пуçлăхĕ Ольга Углова ăшă сăмахсемпе саламларĕç, пĕчĕк парнесем пачĕç.

Татьяна Витальевна Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă çыруне вуласа пачĕ, хисеплĕ ватăсене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунчĕ.

- Шăпа çулĕпе тата малалла та пĕрле утмалла пултăр. Эсир çемьери ырă йăласене упраса пыратăр, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăратăр, - терĕ саламланă май Ольга Петровна.

Ултă ача çуратса ура çине тăратнă Вишневскисем, анчах шăпа иккĕшне вăхăтсăр уйăрса кайнă. Тем те курнă, тӱснĕ пуль ватăсем, çапах та пуçа усмаççĕ, малалла пурăнма талпăнаççĕ. Халĕ вĕсене Вăрнарта  пурăнакан Сергей ывăлĕ  пăхсах тăрать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Вишневскисем иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Иван Сергеевичăн куçĕсем курмаççĕ пулин те, паянхи куна та купăс калать, шӱтлеме юратать.

 – Çамрăк чухне пĕр туй та мансăр иртмен, - каласа парать кил хуçи. Сакăрвунна çывхаракан Раиса Григорьевна хăнасем килĕ çĕре вĕри шӱрпе, кукăль-икерчĕ хатĕрленĕ, питĕ хавас кĕтсе илчĕ хăнасене.

- Пире халь нимĕле парне те кирлĕ мар, ăшă сăмах калани пуринчен те хаклă, - терĕç шывланнă куçĕсемпе  хăнасене ăсатнă май хисеплĕ ватăсем.

Çак çутă тĕнчере пĕр-пĕрне шыраса тупса, хăйсен ĕмĕрне юратупа шанчăклăхпа пурăнса ирттерекенсем, ачисене тĕрĕс воспитании парса ӱстерекенсем – чăнах та телейлĕ мăшăрсем. Вĕсенчен тĕслĕх илсе пурăнасчĕ пирĕн те.



27 ноября 2015
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter