Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ. 2015 çулта граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтернин ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă.  Палăртнă ыйтупа республикăра Шупашкар хулинче, Çĕрпӳре, Шупашкар районĕнче лайăх ĕçленине асăннă. Ĕç ушкăнĕ регионта районсемпе хуласенче харпăр хăй тĕллĕн çуртсене хăпартса лартнисене тухса тĕрĕсленине пĕлтернĕ. Тĕрĕслевсем хыççăн çакă паллă: нумай чухне граждансем пурлăхшăн налук тӳлессинчен пăрăнса, ĕç хучĕсене кирлĕ пек вăхăтра йĕркене юриех кĕртсе çитерменнине каланă министр, ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илнине палăртнă. Иван Моторин муниципалитетсен ертӳçисене пурлăхсене вăхăтра шута илнипе илменнине çийĕнчех тĕрĕслесе тăма хушнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева регионта хĕллехи тапхăрти çынсен канăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйту пирки чарăнса тăнă. Çĕршыври юлашки хыпарсене пула, туризм юхăмĕ 40 процента çити чакассине пĕлтернĕ. «Тен çакна май та хамăрăн тăрăхра туризм ыйтăвĕ çине ытларах тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ вăл. «Халăх хамăрăн Раççейре, Чăваш Енре канни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май вăл. Ку енĕпе кăçал республикăра çав тери нумай пысăк мероприятисене палăртса хунине пĕлтернĕ. Регионта Çĕнĕ çула хăш районпа хулара чи лайăх кĕтсе илнине палăртас тĕллевпе, республика конкурс ирттерме тĕллев лартнине асăннă. Пĕр сăмахпа каласан, кăçалхи хĕллехи канусем асамлă иртесси никама та иккĕлентермест. Ларура çынсен хăрушсăрлăхĕпе те çыхăннă пĕлтерĕшлĕ пысăк ыйтусем пирки тĕплĕн калаçнă. Хальхи пурнăçри хăрушлăхсемпе мĕнле кĕрешмелле? Чрезвычайлă лару-тăрура хамăра мĕнле тытмалла? Шухăшламасăр тунă ĕç мĕн патне илсе çитерме пултарать? Çак тата ытти ыйту тавра пулнă калаçу. Раççей Президенчĕ 2012-мĕш çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсем регионта еплерех пурнăç кĕрсе пыни пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул вунă уйăх хушшинчи ĕç кăтартăвĕсене илес пулсан, вĕренӳ пайĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин шайне кирлĕ пек виçепе тивĕçтернине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



28 ноября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter