Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти автомашина çулĕсене тĕпрен юсаса саракан лаптăксене çитсе, унти ĕçсемпе тĕплĕн паллашнă

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти автомашина çулĕсене тĕпрен юсаса саракан лаптăксене çитсе, унти ĕçсемпе тĕплĕн паллашнă. Регион Ертӳçипе пĕрле Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, «Управление ЖКХ и благоустройства» МБУ директорĕ Олег Белов пулнă.  Чи малтан республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ярославский тата Калинина урамĕсенчи çул юпписен строительство ĕçĕпе паллашнă. Хыççăн Гагарина урамĕнчи çула пăхса çаврăннă. Кашни сехетре палăртнă лаптăкра пĕр чарăнми 600-700 машина иртсе çӳрет. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, кăçалхи çул Шупашкарта пилĕк çул юппине тирпейлесе сарнине асăннă, çитес вăхăтрах тата та виçĕ объекта юсаса çитерессине пĕлтернĕ. Энгельс урамĕнчи çулсене юсама  2015 çулта авăн уйăхĕнче тытăннă пулнă. Обществăлла транспортсен чарăну вырăнĕсене те тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме палăртнă. Хальхи вăхăтра объект çинче «Гарант» ТМЯО подрядлă организаци ĕçлет. Ĕçе 70 процента çити пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕмĕшле çула чӳк уйăхĕн вĕçне йĕркелесе сарса пĕтерме тĕллев лартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çула тирпейлемелли пирки халăх тахçанах ыйту çĕкленине асăннă. Объекта вăхăтра хута яма çирĕппĕн асăрхаттарса каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Богдан Хмельницкий урамĕнчи çулсене те çитсе тĕрĕсленĕ. Кунта автомашина çулне анлăлатассипе «Воддорстрой» ТМЯO ĕçлет. «Садовый» микрорайона пурăнакансем ыйтнипе объект ĕçне пуçланă.  Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров хăйĕн сăмахĕнче, организаци ĕçченĕсем объектра кунне-çĕрне пăхмасăр тăрăшнине палăртнă, каçхине ĕçлени те питĕ вырăнлă пулнине каланă. Ĕçлĕ çулçӳрев хыççăн, юлашкинчен ертӳçĕсем Атăл хĕрринчи çĕнĕрен анлăлатса саракан çулпа кăсăкланнă. «Элитстрой» ТМЯО палăртнă объектра пĕр çухрăм  ытла çула тирпейлесе сарма та ĕлкĕрнĕ. Пысăк технологине пăхăнса ĕçлени куçкĕретех. Хăвăрт утассипе тĕнче Кубокĕ валли çула тĕпрен юсаса йĕркелесе çитерме тĕллев лартнă.  2016 çулта спорт мероприятийĕсене шăпах та çак асăннă лаптăкра ирттерме палăртса хунă. Объектăн пахалăх шайне çитес вăхăтра (IAAF) çăмăл атлетика Ассоциацийĕн комиссийĕ тĕрĕслĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çулсерен республикăри хуласемпе районсенчи çулсене тирпейлесе сарма бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине каланă. Хулара машинăсен юхăмне чарса лартас мар тесе, калăпăр, кăçал Шупашкара Çул-йĕр фончĕ 1 млрд. тенкĕ уйăрнă, халăх кăмăлĕ ан пăсăлтăр, яланах савăк пултăр», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Укçа-тенкĕ вăхăтра куçать, подрядчиксен хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа çеç пурнăçламалла», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе. Тĕплĕнрех

 



03 ноября 2015
17:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter