Вăрнар районĕ: кăçал та – пĕрремĕш

Ял хуçалăхĕнчи ăнăçлă кăтартусемшĕн Вăрнар районĕ кăçал та республикăра, тĕп зонăра, пĕрремĕш пулса тăчĕ

Эрнекун, Шупашкарти «Чебоксары Арена» Пăр керменĕнче иртнĕ уявра, çĕнтерÿçĕ Дипломĕпе тата премипе район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наградăланă.

Тухса каланă май, М.Игнатьев патшалăх пулăшăвĕн мĕнпур мелĕпе тухăçлă усă курса çитес çул та ял хуçалăх продукчĕсен производствин динамикине ÿстерме тĕллев лартма чĕнсе каланă. Ветерансене, паян отрасльте ĕçлекен специалистсемпе ертÿçĕсене тав тунă.

Калас пулать, ял хуçалăх ĕçченĕсен республикăри уявне вăрнарсен пысăк делегацийĕ хутшăннă. Районăн агропромышленность çитĕнĕвĕсемпе ятарлă видео-, фотосюжетсем паллаштарнă.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тата хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн продукцийĕсем яланхиллех суту-илÿре аван саланнă. Пухăннисен «Белоусовы» маркăпа тухакан юр-вар çимĕçĕсене тутанса пăхма та май пулнă.

«Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн ÿсен-тăрансене хими мелĕпе хÿтĕлессине халалланă информаци стенчĕпе, материалĕсемпе те уява çĕр ĕçченĕсем кăсăкланса паллашнă.

Зала пуçтарăннă республика аграрийĕсене Раççей Федераллă Пухăвĕн федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх енĕпе ĕçлекен департамент директорĕ Владимир Лабинов, ĕçсене йĕркелесе тата ертсе пырас енĕпе тимлекен департамент директорĕ Владимир Тимофеев, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламланă.

Ял ĕçченĕсем умĕнче çак кун спортсмен-фигуристсем пăр шоуне, Раççей халăх артистки Надежда Кадышева чаплă концерт кăтартнă.

С.ЧИКМЯКОВА.



03 ноября 2015
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter