Тăвай районĕ: тырăсемпе курăксен вăрлăхĕсене вăраха тăсса пымасăр тĕрĕслеве тăратма тăрăшни кирлĕ

Кăçал районти чылай ялхуçалăх предприятийĕпе хресчен фермер хуçалăхĕ тырă начар мар туса илчĕ. Районĕпе те вăл гектар пуçне вунсакăр центнертан кая мар. Анчах кирек епле тухăçăн та чи пирвайхи никĕсĕ - вăрлăх. Паха вăрлăхăн тухăçĕ те пысăкрах. Халĕ, кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май, çĕр ĕçлекенсем ялхуçалăх культурисен вăрлăхĕн пахалăхĕшĕн тимлеме тытăнни сисĕнет: вĕсене районти инспекцие тĕрĕслеме илсе килсех тăраççĕ.

"Чутеевский" ялхуçалăх кооперативĕнчен хуçалăхра туса илекен пур тĕш тырă вăрлăхне те тĕрĕслеме тăратрĕç пĕр кунтарах. Вĕсен кĕрхи тата çурхи культурăсен вăрлăхĕсем пурте лайăх пулни палăрчĕ лаборатори условийĕсенче тĕрĕслесен. "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăран та тĕш тырă вăрлăхĕсене тĕрĕслеве илсе килчĕç. Вăрлăхсен партийĕсем таса, анчах пĕтĕмĕшле пахалăхĕ пирки калама иртерех-ха, тĕрĕслеврен тухса пĕтеймен.

"Красная Чувашия" ялхуçалăх кооперативĕ çурхи вика вăрлăхĕн пахалăхне пĕлесшĕн пулчĕ. Анчах вăл хальлĕхе тасалăхĕпе акма юрăхлă пулса çитеймен-ха. "Новый путь" хуçалăхăн вăрлăхĕсем те таса мар, вĕсене татах алламалла-ха. Ю.Федоровпа В.Краснов хресчен фермер хуçалăхĕсен тĕш тырă вăрлăхĕсем те тасалăхĕпе кондицие лараймаççĕ, вĕсене малалла ĕçлесе хатĕрлемелле.

Ыттисен те тырăсемпе курăксен вăрлăхĕсене вăраха тăсса пымасăр тĕрĕслеве тăратма тăрăшни кирлĕ.

Т.КАЙСАРОВА,тĕп агроном.



03 ноября 2015
13:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter