Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Правительствин Премьер-министрĕнчен Дмитрий Медведевран, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администраци Ертӳçинчен Сергей Ивановран, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенкăран, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕнчен Сергей Нарышкинран тата ытти пуçлăхсенчен Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе салам телеграммисем килсе çитнĕ

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе тĕрлĕ шайра ĕçлекен ертӳçĕсенчен салам телеграммисем килсе пыраççĕ. Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă. «Эпир çак уява çĕршыври тĕрлĕ халăхсене çыхăнтаракан пĕрлешӳпе килĕшĕве хисеплесе паллă тăватпăр. Сире ырлăх-сывлăх, телей, ыррине çеç сунатпăр», - тесе çырнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администраци Ертӳçи  Сергей Иванов хăйĕн салам йĕркисенче Раççей мĕнпур халăха пĕрлештерсе тăракан вăй, хамăрăн ума лартнă пысăк тĕллевсене пурнăçлама май панине палăртнă. Патриотизмлă туйăма çирĕплетекен йăла-йĕрке Раççейе тата та вăйлăрах аталанма, яваплăха туйма пулăшса пырать»,  - тесе çырнă. Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламланă май, çак уяв пире пурсăмăра та патшалăхăн сĕм авалхи историне аса илтернине каланă. Тĕнчере Раççей чи вăйлине  палăртнă. Пире пурне те хамăрăн тăван çĕре юратни, тăван ене тата та лайăхрах тума пулăшнине палăртса çырнă. «Раççей – тĕнчери чи нумай нациллĕ патшалăхсенчен пĕри. Эпир пурте хамăрăн Тăван çĕршывпа тата унăн пĕтĕм халăхĕпе мухтанатпăр. Пурнăçра ăнăçусем, сывлăх тата ыррине çеç сунатăп», - тесе çырнă салам телеграмминче. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин хăйĕн саламĕнче чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕ пирĕн несĕлĕмĕрсен историне,  паттăрла ĕçĕсене аса илтерекен уяв пулнине каланă. Раççей ырлăхĕшĕн тăрăшса вăй хурса ĕçлени, пурсăмăра та паянхи кун пĕрлештерсе тăрать»,  - тесе асăннă. Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе йышăнса илсемĕр манăн салам телеграммине, - тенĕ. Çак чаплă уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем, Тăван çĕршывăмăрăн ӳсĕмĕсемшĕн ĕçлеме çирĕп вăй-хал сунатăп тесе çырнă.  Çакăн пекех чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççейри тĕрлĕ регионсен ертӳçисенчен те кулленех салам телеграммисем килсе тăраççĕ. Чечен Республикин Пуçлăхĕ Рамзан Кадыров хăйĕн телеграмминче çак уяв пирĕн граждансемшĕн хăйне евĕр пысăк уяв пулнине палăртать. Уявăн, чăннипех те пысăк содержанийĕ пулнине асăннă. Раççей мăнаçлăхĕ, шăпах та тĕрлĕ халăх тытăмĕпе вăйланса çирĕпленсе тăнине калать. Тĕрлĕ халăхсем туслă пурăнни те çакнах çирĕплетсе панине палăртать. Наци килĕшĕвĕ, пĕрлĕх шăпах та  Раççейĕн тĕп тĕрекĕ пулса тăраççĕ», - тенĕ çырура.

 



03 ноября 2015
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter