Контракта пăсатăн - укçан явап тытатăн
Ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер вырсарни кун Египетра Раççей самолечĕ ÿксе арканнă май хурлăх кунĕ пулнине палăртса пĕр минут шăп тăма ыйтнинчен пуçларĕ. Унтан вара - кăмăлли, наградăсем...
Республикăн шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов канашлусенче-мĕнсенче чылайранпа курăнмастчĕ. Ĕнерхи канашлура вăл пулчĕ. Награда пама та Михаил Игнатьев чи малтан ăна чĕнсе кăларчĕ. Сергей Евстафиевич "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден-медальне тивĕçнĕ. Тата - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнипе çыхăннă тĕп мероприятисене йĕркелекен комитетăн Тав çырăвне. Ку çырупа хавхалантарнисем - темиçен. Çав шутра - Иван Моторин премьер-министр та.
Канашлу кун йĕркинчен кăшт пăрăнам: ШĔМ ертÿçи юлашки вăхăтра курăнсах кайманни пирки - темиçе сăмах. Канашлу хыççăн Правительство çуртĕнчен вăл çак йĕркесен авторĕпе пĕрле тухрĕ те - унпа сăмах пуçарма май пулчĕ: "Сергей Евстафиевич, эсир пире пăрахса каять теççĕ..." "Каятăп", - пытармарĕ министр. "Хăвăрăн тăван енĕре каясси пирки калаççĕ - тĕрĕсех-и?" "Çапла", - кĕскен хуравларĕ вăл. Çывхарса килекен Полици кунĕнче кунтах пулатăр пуль-ха тесен - "çук, пулаймастăп" тесе сыв пуллашрĕ. Эппин, Чăваш Ен полицийĕн çĕнĕ министр килессе кĕтмелле...
Канашлу вара наградăсене валеçнĕ хыççăн малалла тăсăлчĕ - экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова патшалăх /муниципалитет/ контракчĕсене мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Кăçал пĕтĕмпе 19 пин ытла контракт тунă - 7,7 млрд тенкĕлĕх. Çав шутран 46-шне пурнăçлани е пурнăçлас тĕлĕшпе вăхăта тăсса янă. Кун пек тĕслĕхсенче тивĕçлĕ тытăмсем претензи ĕçне пурнăçлаççĕ. Чылай чухне ĕç-пуç суда çитет, анчах ыйтусене судченех татса пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçсене пурнăçланă организацие туллин тÿлесе татнă чухне хайхи контракт условийĕсене пăснăшăн укçан пĕр пайне тытса юлмалли йĕркепе усă курма пуçланă та - çак мел витĕмлĕ. Ĕç-пуç суда çитсен укçа шыраса илесси тăсăлса каять.
Шанчăксăррисен реестрне те хатĕрленĕ - унта 34 организаци тата пĕр предприниматель. Михаил Игнатьев яваплăха туйманнисем тĕлĕшпе тавăç тăратас енĕпе çителĕксĕр ĕçлени пирки асăрхаттарчĕ.
- Сăнасан кунта коррупци сĕмĕ те палăрма пултарать. Нимĕнле кăткăслăх та курмастăп: бухгалтерсем, юристсем пур - тавăçсем тăратас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Унсăрăн иккĕленÿллĕ самантсене коррупципе кĕрешекен канашлура та тишкерме пултаратпăр. Манăн кăна мар, право хуралĕн, тĕрĕслев органĕсен те ыйтусем çуралма пултараççĕ. Укçа çителĕксĕр тетпĕр, çав вăхăтрах вун-вун миллион тенке шыраса илместпĕр, - терĕ вăл Тĕрĕслев управленине уйрăм контрактсем тĕлĕшпе тĕрĕслев пуçарма сĕннĕ май.
Эмелсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ. Хакĕсене тĕрĕслесе тăракан эмелсен списокĕнче - 6 пин ят. Министр палăртнă тăрăх - хаксен курăмлă ÿсĕмĕ çук. 4,7: ÿснĕ - ку Атăлçи округĕнчи вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Йÿнĕ эмелсем, 50 тенкĕ таран тăраканнисем, ытларах хакланнă - 8:, хаклисем - сахалрах. Медикаментсене централизациленĕ майпа туянассине йĕркелени вĕсемпе больницăсене тивĕçтернĕ чух укçа перекетлеме май панă. Министр прогнозпа та паллаштарчĕ: çитес çур çулта, çулталăкра эмелсем нумай хакланмалла мар. Çакăнта Мускав ют çĕршывсенчен кÿрекен медикаментсене хамăр патра туса кăлараканнисемпе улăштарма хистенин витĕмĕ те пур. Хальлĕхе, Алла Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, медикаментсен 60: - хамăрăн: "Динамика аван". Анчах Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви асăннă виçене 80: çитерме палăртнă. Хамăрăн эмелсем, паллах, йÿнĕрех. "Чикĕ леш енчен кÿрекеннин вырăнне пĕтĕмпех хамăрăн препаратсем йышăнаймĕç, анчах май пур таран улăштармаллах", - терĕ Чăваш Енĕн "тĕп врачĕ".
Михаил Игнатьев вара аптекăсенче çав-çавах "фанфурик" текен спиртлă шĕвексене сутни çинчен каларĕ: "Пĕррехинче мана та сутрĕç. Йÿнĕ вĕт - туянаççĕ. Вĕсене илекенсен мăшăрĕсем, ытти çын вара тарăхаççĕ. Çав шĕвексем çынсене чире яраççĕ - пурнăçран ир каяççĕ. Сутакансем "саккунпа чарман" теме пăхаççĕ..." "Йÿнĕ çав: тем тĕрли те пур - 15 тенкĕ тăраканни таранах. Алла дезинфекци тума усă курмалли шĕвексене те ĕçеççĕ..." - тунмарĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ. Ку енĕпе аптекăсен пысăк сечĕсемпе килĕшÿсем тунă - вĕсем сутмаççĕ. "Фанфуриксемпе" услам тума тăрăшакансенчен ытларахăшĕ - вак-тĕвек аптекăсем. Эппин, вĕсемпе ĕçлемелле.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ çывхарать. Культура министрĕ Константин Яковлев, Алла Салаева вице-премьер пулас уяв мероприятийĕсем çинчен каласа пачĕç. Программăна пирĕн хаçат пичетленĕ - тĕплĕн калани кирлĕ мар-тăр. Наци культурисен фестивалĕ, гала-концерт, митинг... Хăйне евĕрли те пур: чиркÿ представителĕсем самолетпа турăшпа Шупашкар çийĕн вĕçсе çаврăнĕç. Чăваш Енрен пысăк йыш Мускава каять - ентешсем унта уяв мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев вара зала пухăннă пуçлăхсене пĕлтерчĕ: чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ пуриншĕн те - ĕç кунĕ. Çапла пайăррăн асăрхаттарнин сăлтавне те пытармарĕ. Вырсарни кун хурлăх кунĕнче патшалăх учрежденийĕсем çинчи ялавсене кăштах антармалла пулнă. Кану кунĕнче Администраци ĕçченĕсем çакăн пирки аса илтермешкĕн учрежденисене шăнкăравланă - чылайăшĕн дежурнăйĕсемпе çыхăнайман.
Николай КОНОВАЛОВ