Аякран килнĕ хăнасем анатри, тури чавашсен йăли-йĕркипе касăкланаҫҫĕ

 

Ярмушка  ял тӑрӑхĕнче йĕркеленнĕ «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӱрекенсем хӑйсен юрри – ташшисемпе ҫывӑхри ялсенче анчах мар, тĕрлĕрен хуласене (ҫулла вĕсем Санкт-Петербургра пулнӑ) ҫитсе савӑнтараҫҫĕ.

Иртнĕ кунсенче вĕсен пултаруллӑхĕпе паллашма Турци ҫĕр-шывĕнчи Тракия Университечĕн ассистенчĕ Джемалеттин Явузпа Чӑваш патшалӑх университечĕн чӑваш филологипе культурин доценчĕ Оксана Васильевна Сорокина тĕл пулӑва килчĕҫ. Килнĕ хӑнасем анатри, тури чӑвашĕсен йӑли-йĕркине, фольклорне тĕпчес тĕллевпе ҫула тухнӑ.

«Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӱрекенсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе кĕтсе илчĕҫ. Ҫавра сĕтел хушшинче чӑвашсен апат-ҫимĕҫĕпе сӑйларĕҫ, мĕнле  хатĕрлемеллине каласа кӑтартрĕҫ.  Вĕсем пĕҫернĕ ĕне ыррине, чӑкӑта, тӱрккӑ икерчине, аш шӱрпине аякран килнĕ хӑна кӑмӑлласа ҫирĕ, питĕ тарават кĕтсе илсе хӑналанӑшӑн тав сӑмахĕ каларĕ.

Ҫавӑн пекех чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ ветерансем вырӑнти юрӑ-ташӑпа паллаштарчĕҫ. Эльмен тӑрӑхĕнчи ҫырмасен, ялсен ячĕсемпе, вĕсем мĕнле пуҫланса кайнисене каласа кӑтартрĕҫ.

Джемалеттин Явуз калаҫӑвне тӱрех чӑваш  чĕлхипе пуҫлани пурне те хавхалантарчĕ. Турци аливи халӑхĕпе чӑваш халӑхĕн йӑли-йĕркинче пĕрпеклĕх нуммайине асӑрхани ҫинчен каларĕ.  Ҫак икĕ халӑхӑн пĕрпеклĕх мĕнрен килнине лайӑхрах та тарӑнрах пĕлес тĕллевпе тĕпчев ирттерет иккен вӑл. Чӑваш халӑх пурнӑҫне, культурине хӑй куҫĕпе курса хаклас, аслӑ ӑрури ҫынсен калаҫӑвне сӑнас тĕллевпе чӑваш ҫĕр-шывне ҫитнĕ.  

(Вӑрнар районĕ)

 



30 ноября 2015
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter