Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ гуманитари ӑслӑлӑхӗсене аталантаракан канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ гуманитари ӑслӑлӑхӗсене аталантаракан канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Пурӗ тӑватӑ ыйту пӑхса тухнӑ: соцологи ыйтӑмӗсен пӗлтерӗшӗ; чӑваш халапӗсен вырӑнӗ; чӑваш интернетне аталантармалли майсем; Чӑваш Ен историйӗн вӗренӳпе меслетлӗх концепцине хатӗрлесси. Унсӑр пуҫне 2016 ҫулта гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ, унта Шупашкара миҫемӗш ҫулта никӗсленине татса парас тӗлӗшпе пухӑнма та палӑртрӗҫ.

Чи кӑсӑклӑ доклад шутӗнче Чӑваш интернетне аталантарас ыйту пулчӗ. Тухса калаҫакансем гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев тата ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Геннадий Дегтярёв пулчӗҫ. Юрий Николаевич хӑйӗн сӑмахӗнче хальхи тапхӑрта тунӑ лайӑх утӑмсене палӑртрӗ, ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме май паракан федераци саккунӗ (Информаци, информаци технологийӗсем тата информацие хӳтӗлесси ҫинчен калакан 149-ФЗ №-лӗ саккун) пуррине асӑнчӗ, вӗсем ҫине таянса ӗҫлемеллине каларӗ.

Геннадий Анатольевич вара наци чӗлхисем республикӑсенче мӗнле шайра аталанса пынине тишкерчӗ, танлаштарса кӑтартрӗ. Тӗслӗх пек кӳршӗллӗ тутарсене, ҫармӑссене, мӑкшӑсемпе ирҫесене илсе пачӗ. Чӑваш чӗлхин наци корпусне чылай республикӑра тунӑ та ӗнтӗ, пирӗн Чӑвашра кӑна ҫак ӗҫ чӑхӑмланса пынине каларӗ. Геннадий Дегтярёв хӑйӗн докладӗнче чӑвашла ҫырасси хальхи вӑхӑтра та компьютерта та смартфонра та йывӑрлӑх кӑларса тӑратни ҫинчен пӗлтерчӗ, ку ыйтӑва татса пама правительство та хутшӑнсан аван пулӗччӗ тесе асӑнса хӑварчӗ.

Ларӑва хутшӑннӑ Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моториндокладпа килӗшрӗ, чӑваш чӗлхине информаципе компьютер технологийӗсене анлӑрах кӗртме май паракан Программӑна хатӗрлеме сӗнчӗ. Унта наци корпусне хатӗрлессине те, программа продукчӗсен локализацийӗсене тӑвассине те, чӑвашларан ытти чӗлхесем ҫине тата каялла хӑй тӗллӗн куҫарма пултаракан куҫаруҫӑсене ӑсталассине те, чӑвашла сайтсем ытларах тӑвассине те кӗрмелли пирки каларӗ.

Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхӗсене аталантаракан канаша 2012 ҫулта туса хунӑ. Унӑн ларӑвӗсем ҫулталӑкра пӗрре пулаҫҫӗ.

 



Чӑваш халӑх сайчӗ
30 ноября 2015
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter