Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Раççей – тĕнчери чи нумай нациллĕ патшалăхсенчен пĕри. Эпир пурте хамăрăн Тăван çĕршывпа тата унăн пĕтĕм халăхĕпе мухтанатпăр. Çынсен пĕршухăшлăхне тата кăмăл-сипет вăйне пула пирĕн çĕршыв чылай тĕрĕслев витĕр тивĕçлипе тухнă тата паян тĕнчере лидер позицийĕсене йышăнать.

Паллă ĕнтĕ: Раççей регионсемпе вăйлă. Çĕршывăн кашни республикинче, кашни облаçĕнче хăйсен сайра тĕл пулакан культурине тата йăли-йĕркине сыхласа хăварнă.

Чăваш Ен – тăнăçлă аталанакан регион. Пирĕн несĕлĕмĕрсен историйĕ, чĕлхи, юрри-ташши, костюмĕсем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ тата тирпейлĕн упранаççĕ. Пирĕн йăла-йĕркепе культура ăнтăлса ĕçлеме хавхалантараççĕ, патриотизм туйăмĕсене вăратаççĕ, çамрăксене Тăван çĕршыва юратса çитĕнтерме пулăшаççĕ.

Пĕтĕм халăхсен тата национальноçсен пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхне пула Чăваш Республикинче тĕнче тата Пĕтĕм Раççей шайĕнчи мероприятисем ăнăçлă иртеççĕ.

Эпир кăçал тĕнчипех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă тăватпăр. Пирĕн пĕрлĕхĕн тата Раççей историне хисепленин символĕ "Вилĕмсĕр полк" акци пулса тăчĕ, унта Чăваш Енре пурăнакан пиншер çын хутшăнчĕ.

2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче эпир çăмăл атлетика енĕпе командăсен VI чемпионатне чи çӳллĕ шайра ирттертĕмĕр. Республикăна килнĕ хăнасем пирĕн халăхăн тараватлăхне тата ырă сунăмне палăртрĕç.

Этеме хывнă инвестицисем, ĕçченлĕх пире аталанма тата экономикăн кăткăс условийĕсенче тивĕçлĕ вырăн йышăнма пулăшаççĕ. Эпир çĕнĕ производствăсем уçатпăр, ял хуçалăх продукцийĕн производство индексне пысăклататпăр, çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне сыхласа хăваратпăр.

Хисеплĕ ентешсем! Пире малашне пысăк ĕç кĕтет. Пирĕн паянхи тĕллев – хамăрăн позицисене сыхласа хăварасси çеç мар, вĕсене çирĕплетесси те. Эпир пĕрле пысăк çитĕнӳсем тăваятпăр! Чăваш Ене тата хитререх, ăнăçлăрах тума вăй çитереетпĕр!

Мĕн палăртнине пурнăçлатпăрах, мĕншĕн тесен эпир пĕрле, эпир пĕршухăшлă! Пĕрлĕхре – пирĕн пултарулăх вăйĕ!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                М.ИГНАТЬЕВ.

 



04 ноября 2015
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter