Вырăс радио хыпарлав компанийĕ Раççейре йĕркеленсе кайнăранпа 20 çул çитрĕ

 Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Русское радио» хумĕ Раççейре йĕркеленсе кайнăранпа 20 çул тата Чăваш Енре 107 FM хумĕ çинче вĕсем 9 çул ĕçленине паллă тума пуçтарăннă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятине Наци вулавăшĕнче йĕркеленĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан  Юлия Стройкова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хутшăннă. Регион Ертӳçи пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламланă май, паянхи пурнăç таппинче «Русское радио – Чебоксары» кăларăмсем халăх хушшинче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, кирек епле çулсенчи çын та хапăл тусах итленине палăртнă. «Сире яланах шанатăп, халăха паха вырăс юррисемпе савăнтарасса, кирлĕ пек хыпарсене вăхăтра илсе çитерессе», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пултарулăх ĕçĕнче хастарлăхпа палăрнăшăн организацин ушкăнне Тав çырăвне парса хисеп тунă. Малашнехи передачăсенче те халăха патриотла воспитани, çемье, кăмăл-сипет енĕпе çыхăннă кăларăмсене ытларах хатĕрлеме сĕннĕ.  Калаçу вăхăтĕнче влаçпа МИХсем хушшинчи эффективлăха ӳстересси пирки канашланă. Шупашкарти «Русское радио» организацийĕн директорĕ Владимир Судаков малалла та социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем çине тимлĕх ытларах уйăрассине шантарса каланă. Тĕплĕнрех



05 ноября 2015
18:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter