Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 


 Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Паллă уява 2005 çултан ирттерме пуçланă. Çак кун Раççей Федерацийĕн пур регионĕсенче те уяв хаваслăн иртнĕ. Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре 10 пин ытла çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Мероприятине пĕр минутлăха шăплăха тытнинчен пуçланă, Египтра пулса иртнĕ инкекĕн саманчĕсене аса илнĕ. Шупашкар хулин Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ирина Клементьевна Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламланă май, пурсăмăр та пĕрле хар тăрса тăрăшса ĕçлесен, пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнсан çитĕнӳсем тума пултарайнине каланă. Раççейре пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕ туслă пурăнни пурне те хавхалантарнине асăннă. «Пирĕн Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев та эпир лайăх пурăнассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса параççĕ. Пирĕн пĕр тĕллев – пĕрле пуласси!», - тесе çирĕппĕн каланă вăл. Уява пухăннисене Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регионти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Виктор Горбунов, Чăваш Республикин Çамрăксен правительствин председателĕ Иван Сидоров, Шупашкарти тракторсем тăвакан заводăн Ветерансен канашĕн председателĕ Иван Долгушин, «Водоканал» АУО инженерĕ Лариса  Евграфова саламланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев халăхсем хушшинчи çирĕп çыхăнăва, килĕшĕве Чăваш Ен Правительстви çирĕп тĕрĕслевре тытса тăнине палăртнă. Пур халăха та пĕр-пĕринпе туслă пурăнччĕр тесе вĕсене кирлĕ пек условисем йĕркелесе панине асăннă. Пĕрлĕхре пирĕн вăй тесе çирĕппĕн каланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурăçлакан Николай Малов Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика парти регионти уйрăмĕн ячĕпе уява пуçтарăннисене ăшшăн саламланă, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха упраса хăварма сĕннĕ. Митинг уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех 



05 ноября 2015
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter