Хĕрлĕ Чутай районĕ: Халăхсен пĕрлĕхне уявлама Мускава çитнĕ

Лилия Ивановна Петрова (Лукина), Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, паянхи кун Етĕрне районĕнче тĕпленнĕ, Етĕрне райадминистрацийĕн информаци пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ:

- Ноябрĕн 4-мĕшĕнче иртекен Халăхсен пĕрлĕхĕн уявне Чăваш Енри 200 ытла çынран тăракан делегацийĕ Мускавра паллă турĕ. Савăнатăп, эпĕ те делегаци йышĕн-че пултăм. Çав кун эпĕ ыттисем пекех чăваш тумĕ тăхăнса Мускаври Тверь урамĕ тăрăх юрласа та ташласа утрăм. Мана мĕн-ха савăнтарчĕ?! Утса пынă вăхăтра пире хитре сасă-кулăпа "Чебоксары!" тесе палăртни чуна çĕклерĕ. Чăвашсен тумĕсене килĕштерни те, пирĕн пата пырса алăпа тытса пăхни те çакнах çирĕплетет. Апла пулсан чăвашсене Мускавра лайăх пĕлеççĕ, юратаççĕ. Çавăн пекех Мускавра хамăр ентешсене курни те савăнтарчĕ. Тахçанах курман Эльвира Смеловапа тĕл пулма тỹр килчĕ. Вăл çакăн йышши мероприятисене тăтăшах хутшăннине пĕлтĕм. Етĕрнери Василий Ядринцевпа паллашма май пулчĕ, вăл паянхи кун Мускавра пурăнать. В.Ядринцев сăмахĕнчен çакă паллă пулчĕ: пĕлтĕр асăннă мероприятире чăвашсем сахаллăн пулнă, кăçалхи йыш вара - савăнтарать. Уявра Дагестан çыннисем чăвашсен кĕввипе, чăваш-сем дагестансеннипе ташлани те кăмăла кайрĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе паллашма та чылаййăн пухăнчĕç. (Хĕрлĕ Чутай районĕ)



05 ноября 2015
18:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter