Шупашкар районӗ: Мускавăн такăр çулĕпе фольклер ушкăнĕсен автобусĕсем тăван ене татах та хаваслă юрă кĕвĕпе ярăнтарчĕç

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче, каçхи 6 çурăра Шупашкартан тата Кÿкеç поселокĕнчен, РФ тĕп хулине- Мускава, халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тума 5 автобуспа тухса кайрăмăр. Çулçÿреве, Мускаври уяв митингне хутшăнассине ЧР культура министерстви йĕркелерĕ. Автобуссем çине, ЧР пултарулăх ушкăнĕсенчен тăракан 213 çын вырнаçрĕç.Вĕсен шутĕнче, Шупашкар районĕнчен 6 пултарулăх ушкăнĕчен: Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç», Котеркассинчи Надежда Михайлова ертсе пыракан «Шордан», Шорккари Сергей Сусарин ерсе пыракан «Туслăх», Шорчекассинчи Валерий Никитин ертсе пыракан «Çеçпĕл» тата «Шемшер ен», Толиккассинчи Роза Михайлова ертсе пыракан «Толикассинские бабки», пĕтĕмпе 75 çын пулчĕç. Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенчен те йышлăн хутшăнчĕç. Эпир «Шурăмпуç», «Шордан» тата Фаина Григорьева ертсе пыракан «Муркаш» фольклер ушкăнĕсемпе пĕр автобуспа 45-ĕн кайрăмăр. Кÿкеç- Мускав маршрутăн, Мускав çулĕ пĕр енне 666 км тăсăлчĕ. Вăрăм çула кĕскетсе, автобус çинчи фольклер ушкăнĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Ир енне, автобуссем Мускаври федераллă бюджет службин çурчĕ умне çитсе чарăнчĕç. Пире РФ президенчĕ çумĕнчи ЧР полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков тата Чăвашсен Раççейри автономиллĕ культурин пĕрлĕхĕн ертÿçи Анатолий Волков тараватлăн кĕтсе илчĕç, уяв йăркелĕхĕпе паллаштарчĕç. ЧР ялавĕсене вĕлкĕштерсе митинга, Тверь булварне тухрăмăр. Унтах, уява хутшăнакан наци республикисен, ентешлĕхсен, партипе общество тытăмĕсен ушкăнĕсем пулчĕç. Хăрушсăрлăха тĕпе хурса пурне те тимĕр шыракан рамкăсем витĕр кăларчĕç. Митингра, ЧР делегацийĕ йышлăлăхĕпе, тумĕсемпе палăрмаллах, савăнмаллах лайăх енчен уйрăлса тăчĕ. Ăна Леонид Волков йĕркелесе ертсе пычĕ. Уява, Мускаври ентешлĕхсем те хутшăнчĕç. Мускаври,Ноябрĕн 4-мĕшĕнче иртекен Халăх пĕрлĕхĕн уявĕ ячĕпе иртекен, Манеж лапамне çити тăсăлакан митингра вĕçĕ-хĕррисĕр ялавсем вĕлкĕшеççĕ, сывлăш шарĕсем тÿпене çĕкленеççĕ. Лубянкăри лапамăн уяв сцени çинче: РФ паллă эстрада çăлтăрĕсем Олег Газманов, Николай Расторгуев т.ыт. хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пирĕн, чăвашсен пултарулăхĕпе Дагестан Республикин çамрăкĕсем питех те кăсăкланса паллашрĕç, чăваш ташшине те ташларĕç. Çакăнта халăх, культура пĕрлĕхĕ палăрать. Унтан, пире Леонид Волков ЧР представительствине Кремль çумĕпе çуранах илсе кайса апатлантарчĕ. Мускав урамĕсемпе, такăр çулпа утнă май Мускав юханшывĕпе çурчĕсемпе паллашрăмăр. Мускав хули кăçал 868 çул тултарнă. Леонид Волков, ЧР делегацине хутшăннă çынсене тав тунă май, телевиденипе те кăтартнине пĕлтерчĕ кăмăллăн, ăшшăн ăсатса ячĕ. Унтан Евразин экономика комисинчи (ЕЭК) предпринимательсен аталанăвĕнчи адвокатсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Невский Мускав Кремĕлĕпе паллаштарчĕ. Эпир ăна 1612 çулта Кузьма Минин ертсе пыракан Чулхула ополченинче Чăвашсен Буртас кнеç ертсе пыракан ополчени те пулнине, поляксене çĕнтернине каласа кăтартрăмăр. Унтан, Шупашкаркасинчи «Шурăмпуç» ушкăнĕпе пĕрле, ентеше асăнса Мининпа Пожарский палăкĕ умĕнче пуç тайса асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Мускавăн такăр çулĕпе фольклер ушкăнĕсен автобусĕсем тăван ене татах та хаваслă юрă кĕвĕпе ярăнтарчĕç, каç сĕмĕ те чăрмав кÿмерĕ.



06 ноября 2015
11:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter