Элĕк районĕ: выльăх-чĕрлĕхрен продукцине ытларах илесси вĕсен йышĕнчен те нумай килет

Выльăх-чĕрлĕхрен продукцине ытларах илесси вĕсен йышĕнчен те нумай килет. Кăçал вара ку енĕпе хăш-пĕр ÿсĕм те пур. Районĕпе илсен, пăру илесси ÿснĕ. Иртнĕ тăхăр уйăхра кăна вĕсен шучĕ 582-е çитнĕ. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх уйрăмах лайăх ĕçленĕ. Пĕлтĕрхи 340 пуç вырăнне кăçал 371 пăру илнĕ.

Çурасем илессипе те кăтарту лайăхланнă. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, пурĕ 1923 çура илнĕ, çав шутран тĕп амасенчен - 1366 пуç. Çак енĕпе те «Новый путь» хуçалăха çитекенни пулман. Чăвашсурăмсем пĕтĕмпе 504 çура илнĕ, çав шутран тĕп амасенчен - 280 пуç.



06 ноября 2015
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter