Муркаш районĕ: чăваш юрри-ташшипе - Мускав урамĕнче

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Мускавра Раççей общество палати йĕркеленипе «Эпир пĕрле!» акци иртрĕ. Унта Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче Муркашсем те хутшăнчĕç. Район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова уявран питĕ хăпартлануллă кмăл-туйăмпа таврăннине пĕлтерчĕ.

- Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлама эпир - «Муркаш» фольклор ушкăнĕ, юрă-ташă ăстисем, культура ĕçченĕсем - пурĕ 30 çын тухса кайрăмăр. Шупашкарта ытти район делегацийĕсемпе пĕрле пурĕ 250 ытла çын çĕршыв тĕп хулине çул тытрăмăр. Мускавра пире Мускаври чăваш наципе культура автономийĕн хастарĕ Анатолий Волков питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Чăваш наци тумне тăхăннăскерсем, эпир ытти наци халăхĕсемпе юнашар чăваш юррисене юрласа, ташшисене ташласаТверская урам тăрăх Хĕрлĕ площадь таран утрăмăр. Чăваш Ен делегацийĕ унта йышлă делегацисенчен пĕри пулни палăрчĕ. Çамрăксем нумай пулчĕç, пурте савăнаççĕ, ăшă кăмăлпа калаçаççĕ. Пирĕнтен Чăваш Ен пирки ыйтса пĕлчĕç, пĕрле сăн ÿкерĕнчĕç. Акă вăл- халăх пĕрлĕхĕ, тесе мăнаçлантăмăр, - хăпартланса каласа парать Елена Геннадьевна.

Каласа хăвармалла, Раççей халăхĕсен Ассамблеи чăваш колони уявра чи курăмли пулнине палăртнă.

Н. Николаева.



06 ноября 2015
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter