Сунар йĕркине кашни сунарçăн пĕлмелле

 

Таврара хĕл умĕнхи çанталăк хуçаланать. Республикăра ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хĕллехи сунар уçăлчĕ.

Сунара çÿреме юратакансен 2016 çулхи февралĕн 29-мĕшĕччен тилĕсем, енот йытă, кашкăр, хăнтăр, ондатр, сăсар, пăсара, юс тытма юрать. Çав вăхăтрах мулкачсене ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен кăна тытма ирĕк панă. Хăшĕ-пĕрне вара мĕн чухлĕ тытма юранин виçи те пур. Сăмахран, сунарçăн пĕр кунта 3-шер хăнтăрпа сăсартан, 1-ер мулкачпа юсран ытла тытма юрамасть. Çавăн пекех 2015-2016 çулхи кĕрхи-хĕллехи сунар тапхă- рĕнче пурăшпа карăка тытма чарнă.

Районти сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕнче сунара тухма ирĕк паракан тÿлевлĕ документа çыртарса илмелле. «Сунар йĕркисене пăсмалли марри çинчен тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр. Сунар пуçланас умĕн пуху ирттерĕмĕр. Малашне мĕнле ĕçлесе пырассине, саккуна пăхăнмаллине, çут çанталăка сыхласа хăвармаллине пăхса тухрăмăр. Çакна та палăртас килет: путевкăра мĕнле çырнă, сунарта çав чĕр чунсене çеç тытма юрать. Лайăх сунарçăсемпе пĕрлех браконьерсем те пур çав.

ЧР сунар службин штатра тăракан инспекторĕ Юрий Михайлов каласа панă тăрăх, Писĕп вăрманĕнче браконьерсем тискер чĕр чуна тытма михĕпе кукуруз килсе хунă, йывăç çинче вара хăйсене валли меллĕ вырăн хатĕрленĕ. Саккуна пăсакансене тытча чарас тĕллевпе сунар пуçланнă кунах хуларан килнĕ инспекторсемпе, прокуратура тата полици ĕçченĕсемпе рейда тухнă. Сунарăн пĕрремĕш кунхине саккуна пăсакан браконьерсем куç тĕлне пулман.

Контроль çирĕп, пуринчен те çирĕп ыйтатпăр. Район территорийĕнче чĕр чунсен йышĕ ÿссех пырать. Пирĕн тăрăхра уйрăмах хир сыснипе хир качаки ĕрчеççĕ. Апла пулин те вĕсене ятарлă лицензисĕр тытма юраманнине пурин те асра тытасчĕ. Общество уставпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Взнос тÿлекенсем пурте общество членĕсем шутланаççĕ. Ăна вăхăтра тÿлекенсем çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ.

Сунара каяканăн хăйĕнпе пĕрле яланах сунар пăшалĕпе усă курмалли тата ăна упрамалли ирĕк, патшалăх сунар билечĕ, вăл е ку чĕр чуна, е кайăка тытмалли ирĕк паракан путевка пулмалла. (Элĕк районĕ)



06 ноября 2015
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter