Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар администрацийĕн Пуçлăхĕпе Алексей Ладыковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар администрацийĕн Пуçлăхĕпе Алексей Ладыковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче хулан бюджечĕн тупăш пайне тултарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Халăх тăратнă социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин тивĕçтерессине, тавралăха тирпей-илем кӳртес тата ытти хăш-пĕр самантсем тавра та канашланă. Шупашкар Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсем Алексей Ладыкова суйланă, ăна шанни куçкĕретех. Апла пулсан, малашне тата та тухăçлăрах ĕçлессишĕн тăрăшмаллине палăртса каланă регион Ертӳçи. Çитес çул валли бюджета кирлĕ пек йышăнса хăварма, ыйтăва вырăнти депутатсемпе çивĕч пăхса тухма сĕннĕ Михаил Игнатьев. Çĕнĕрен те çĕнĕрен хăпартăнакан объектсене пурăнмалли çурт-йĕрсем таврашĕнче ытла та çывăхра çĕклесе пымалла маррине палăртнă, халăха уçăлса çӳреме кăштах та пулин вырăн уйăрса хăвармаллине çирĕп асăрхаттарнă. Алексей Ладыков Михаил Игнатьева, депутатсене чĕререн тав тунă. «Маншăн, чăннипех те çак должноçе йышăнни питĕ пысăк хисеп. Яваплăха туйса ĕçлеме хистет. Малашне те палăртнă проектсене пурнăçа кĕртсе пыма пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлессе шанатăп», - тенĕ вăл. Сăмаха май, юлашки çулсенче хулара пурнăçланă ĕç кăтартăвĕсем пирки кĕскен чарăнса тăнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçа туллин кĕрсе пынине асăннă, Чăваш Ен ертӳлĕхĕ пысăк витĕм кӳнине асăннă. Хулара тавралăха тирпей-илем кӳртме, çулсене сарма 1 млрд ытла укçа-тенкĕ парса пулăшу кӳнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула бюджетĕнче çитес çул валли социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама сахал мар укçа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă. Халăха кăсăклантаракан ыйтусене кирлĕ пек тивĕçтермеллине каланă. Тĕплĕнрех



06 ноября 2015
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter