Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ««Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн Правленийĕн председателĕпе Валерий Сапожниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ««Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн Правленийĕн председателĕпе, «Раççейри пенсионерсен партийĕ» регионти уйрăмĕн Политканашĕн секретарĕпе Валерий Сапожниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, ватăсене социаллă хӳтлĕх парассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионти аслă çулсенчи çынсем обществăлла пурнăçа активлă хутшăннине каланă. Калăпăр, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче те ватăсем самай нумай пуçтарăннине палăртнă. Пенсионерсем тăратакан ыйтусене республика Правительстви çирĕп тĕрĕслеве илнине каланă, мĕнпур ыйтăва яланах кирлĕ пек шайра татса панине асăннă. «Пирӗн патшалӑх политики ветерансем валли лайӑх хутлӑх йӗркелессине тата ватӑ­сене сума сӑвассине тӗпе хурать. Чӑваш Енре аслӑ ӑру валли тӗрлӗ ӗҫ пур­нӑҫланать. Ҫакӑ ти­вӗҫлӗ канури ҫынсене общество пу­рнӑҫне хутшӑнма ырӑ майсем йӗркелет. Практика кӑтартса панӑ тӑрӑх, пур­нӑҫра хас­тар пулни унӑн паха­лӑх­­не чылай­ ҫул­лӑ­ха ҫӳ­л­лӗ шайра сыхласа хӑварма пу­лӑшать. «Чӑ­ваш Респу­б­ликин ӗҫ ве­теранӗ» ята ӗҫ стажне кура парасси ҫинчен ҫирӗплетнӗ йы­шӑ­нӑва пула 45 пин ҫын ҫак хи­сеплӗ ята тата унпа килӗшӳллӗн палӑртнӑ ҫӑ­мӑллӑх­се­не тивӗҫрӗ. Ре­с­публикӑри ва­т­лӑх ен­не сулӑннӑ ҫынсем тӗрлӗ майпа соци­аллӑ пулӑ­шу илсе тӑраççĕ. Медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм тухӑҫлӑ ӗҫ­лени Чӑваш Енри халӑх пур­нӑ­ҫӗн вӑтам тӑршшӗне юлашки виҫӗ ҫул хушшинче 2,5 ҫула ҫити пы­сӑк­латма пу­лӑшрӗ. Нумай пурӑнакансен йышӗ ӳс­рӗ.  Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ваттисен канашĕ çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Çак ĕçе республикăри пур районсемпе хуласенчен те ватă сумлă çынсен хутшăнса, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме тăрăшмалла», - тенĕ регион Ертӳçи. «Раççейри пенсионерсен союзĕ» регионти уйрăмĕн председателĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн ырă пуçарăвĕсене чунтан ырланă. «Аслă çулсенчи ватăсем, Сире чăннипех те чĕререн тухакан ăшă сăмахсем калаççĕ, хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара Валерий Сапожников. Сăмаха май организацийĕн тата партийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки те тĕплĕн паллаштарса хăварнă. Тĕплĕнрех



06 ноября 2015
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter