Элĕк районĕ форумра палăрнă

 

Çак кунсенче тĕп хулари П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче «Раççей - хаклă Тăван çĕршыв» ятпа регионсем хушшинчи ăс-хакăлпа кăмăл-сипет форумĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: çитĕнсе пыракан ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, унăн историйĕпе тата культурипе паллаштарасси. Форума Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи шкул ачисемпе студентсем хутшăннă. Элĕкри вырсарни шкулне çÿрекенсем те ку мероприятирен аякра юлман. «Владимир кнеç - Руçе тĕне кĕртекен» электрон презентацисен тата «Раççей - хаклă Тăван çĕршыв» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕсене хутшăнса лауреат йышне кĕме пултарнă. Уйрăмах Д.Ефремовпа С.Ананьев ĕçĕсем палăрнă. Вĕсем диплом илме тивĕçнĕ.



06 ноября 2015
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter